Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çухрăм хыççăн çухрăм

19 июля 2014 г.

 Çăва тухнăранпах районта çул-йĕре юсас ĕç анлă пырать. Район администрацийĕн строительствăпа ЖКХ пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче Шăмăршă-Анат Чаткас-Хĕрлĕ Васан автоçула юсаса пĕтернĕ. 1 çухрăм тăрăшшĕ çула юсама 2597294 тенкĕ пе усă курнă. Çак ĕçе "Воддорстрой" ООО пурнăçланă. Çавăн пекех "Чăвашавтодор" ОАОн Шăмăршăри çул-йĕр участокĕ Палтиел ял тăрăхĕн территорийĕнчи пурте усă куракан çулсене юсать. Ку ĕç валли бюджетран 232308 тенкĕ укçа уйăрнă. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнче пулса иртнĕ электрон аукционĕнче çĕнтернĕ май, "Чăвашавтодор" ОАО çывăх вăхăтра Пăчăрлă Пашьел-Вырăс Чукал çула (655520,91 тенкĕ чухлĕ) юсама пуçăнать. Кунти ĕçе кăçалхи августăн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Район центрĕнчи çулсене юсасси те малалла пырать. К.Маркс урамĕнче 737,166 тăваткал метр чухлĕ çула тĕпрен юсамалла (452769 тенкĕ чухлĕ). "Воддорстрой" ООО автомобиль çулĕн çак участокне юсама тендер çĕнсе илнĕччĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районти пурте усă куракан çулсене тытса тăма 1606,407 пин тенкĕ уйăрнă (республика бюджетĕнчен - 1044,100 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран - 562,307 пин тенкĕ). Автомобиль çулĕсене юсама тата проект хатĕрлеме - 1815,075 пин тенкĕ (республика бюджетĕнчен - 1179,800 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран - 635,275 пин тенкĕ). Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенчи çула юсама 981,556 пин тенкĕ уйăрса панă. 

Н.ГОЛОВИНСКИЙ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика