Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсене çул памалла

23 июля 2014 г.

 Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте пурăннă май, ял хуçалăхĕнче хими препарачĕсемпе, тĕрлĕ йышши удобренисене усă курасси вăй илчĕ. Тĕрĕссипе, вĕсемсĕр кирлĕ чухлĕ тухăç та илеймĕн. Анчах та вĕсемпе пĕлсе те вырăнлă усă курмалла. Çакна "Ял хуçалăх культурисене çитĕнтернĕ çĕрте биологи препарачĕсемпе тата биоактивлă удобренисемпе усă курасси" темăпа "Шанс" сахал яваплă обществăра ирттернĕ семинар-канашлу та лайăх çирĕплетрĕ. Çĕнĕлĕхсем пирки район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ В.Севрюгин каласа пачĕ. Кăçал "Шанс" ОООра районта чи малтан "Бионекс" препаратпа усă курнă. Мĕнре-ха унăн уйрăмлăхĕ, паха енĕ? Вăл типĕ çанталăкра та калчасене вăй илме пулăшать иккен, тĕрлĕ удобренисен эффективлăхне ỹстерет. - Препарат хакĕ йỹнĕ мар, анчах та вăл тăкаксене тавăрма пултаратех пулĕ тетпĕр, - терĕ хуçалăх ертỹçи В.Еремеев. Асăннă препаратпа кунта пĕтĕм лаптăк çинче тенĕ пекех усă курнă. Чăнах та, Акатуй умĕн хирсене пăхса çаврăннă чух, хăш-пĕр культурăсем вăйсăртарах та пекчĕ. "Бионекс" вара вĕсемшĕн сиплĕ эмел пекех пулнă: кукуруза пуссинче те лайăх палăрать, курăнать çакă: ешĕл масса самаях тухмалла. "Шансра", хуçалăх ертỹçи профессийĕпе агроном пулнăран, сортсене çĕнетессишĕн тăрăшни те сисĕнет. Кăçал кунта элита сортлă "Рысак" сĕлĕ акса хăварнă. 35 гектар çинче çитĕннĕскер, начар мар тухăç шантарать. Семинар-канашлăва хутшăнакансем вăл кашни гектартан 25 центнертан кая мар пулĕ терĕç. Вăхăтра, çухатусăр пухса илесчĕ çеç. Сăмах май, семинарта çак вăрлăха туянас текенсем те тупăнчĕç. - Ĕçлеме пĕлместĕр мар, - палăртрĕ семинар-канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев. - Пĕр-пĕринчен вĕренни, малта пыракансен опычĕпе çĕр ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсене шута илни те кирлĕ. Семинарта вырма ыйтăвĕсем те аякра юлмарĕç. Валерий Петрович халăхăн питĕ ăслă каларăшне илсе кăтартрĕ: сĕтел хушшине ларсан çеç кашăк шырамалла мар, ĕççине пур енлĕн хатĕр пулмалла, уяр çанталăкпа усă курса ăна вăхăтра вĕçлемелле.

В.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика