26 июля 2014 г.
Ачалăхри чи ырă самантсене аса илнĕ май, колхоз хирĕнче пăрçа татса çини манăçмасть. Пурнăçĕ те çăмăл марччĕ ун чух, пирĕнни пек йышлă ачаллă çемьесенче çăкăр та çитсе пыман пуль. Çавăнпа та колхоз хирĕнче пăрçа ĕлкĕрессе тỹсеймесĕр кĕтеттĕмĕр. Вăрттăн-кĕрттĕн пулсан та, ача-пăча "десанчĕ" пăрçа хирне кунне пĕрре те пулин хутланă-хутланах. Бригадир та, хир хуралçи те ("полевой" тетчĕç) хăваланă, татнă пăрçана тăктарнă та, анчах эпир нимĕнле йывăрлăхран та хăраман. Ас тăватăп-ха, пăрçана районта 800-900 гектар е унтан та ытларах акатчĕç. Протеинпа тата белокпа, аминокислотасемпе тата макроэлементсемпе пуян çак культура выльăх-чĕрлĕхшĕн те çав тери усăллă. Çыншăн вара - эмел вырăнĕнчех. Пăрçара С тата А витаминсем, бетакаротин нумай. В ушкăнри (В1, В2, В3, В5, В6 тата В9) витаминсемпе те пуян вăл. Уйрăмах фоли кислоти çинче (В9) чарăнса тăрас килет. Çак кислотасăр клеткăсем пайланаймаççĕ тата органсем аталанаймаççĕ. 100 грамм пăрçара 65 миллиграмм фоли кислоти шутланать. Çав вăхăтра çакăн чухлĕ кишĕрте пурĕ те 8 миллиграмм, купăстара 10 миллиграмм çеç. Пăрçа акни çĕре те лайăхлатать, ун пулăхлăхне ỹстерет. Ĕлĕкрех агрономсем çакна лайăх ăнланатчĕç, пăрçана пусă çаврăнăшне кĕртме тăрăшатчĕç. Çаплаччĕ ĕлĕкрех, халĕ вара... Районти миçе хуçалăх акса тăвать-ха белокпа пуян çак культурăна? Пурĕ те пĕр çĕрте - Хĕрлĕ Васанти В.Павлов фермер кăçал 25 гектар пăрçа акнă. Чăннипех те пăрçана "Хĕрлĕ кĕнекене" кĕртме тăрăшмаççĕ-ши пирĕн районта? Е выльăх-чĕрлĕхе урпа çăнăхĕ çитерсен те юрать, пăрçа акса мĕншĕн нушаланас теççĕ-ши? "Ача-пăча валли те пулин акса парасчĕ", - пăшăрханса калаçрĕ пăрçа пирки сăмах хускатсан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ, ĕç ветеранĕ Р.С.Иматдинов. Ринат Сабирзянович пăрçана хуçалăхсен ертỹçисем мĕншĕн юратманнине ăнланмасть: патшалăх ăна хаклă хакпа туянать вĕт-ха. Пăрçа çеç-и-ха? Юлашки çулсенче хура тул акса ỹстерекенсем те сахалланчĕç. Кăçал кĕрпелĕх хаклă культурăна "Восход" СХПК-100, Палтиелĕнчи Ф.Рахматуллов фермер 50 гектар акнă, ыттисем нушаланас темен. Пахча-çимĕçрен те писсе пыратпăр. Районĕпе 1 гектара яхăн купăстапа 2 гектар кишĕр, 11 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çеç çитĕнтерни питех те сахал. Ни сутмалăх, ни хамăр валли çителĕксĕр. Хĕрлĕ Васан паççулккин хирĕсене акса тăракан В.Павлов фермер, çамрăк пулин те, мĕн çитĕнтерсен тупăш илме май пуррине лайăх ăнланать. Кăçал та вăл 15 гектар çĕр улми лартнă, 2 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр акса хăварнă. Тухăç лайăх пуласса шанать. Фермерăн пăрçи те чуна савăнтаратчĕ, çак кунсенче ăна тирпейлĕ пуçтарса кĕртрĕ. Тăрăшсан, ĕçлемеллипех ĕçлес тесен çĕр çинче те тупăш илме пулать. Кун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев та канашлусенче пĕрмай калать, паян мĕн тупăшлă - çав культурăна ытларах акса-лартса çитĕнтермеллине палăртать. Рынок саккунĕсем çапла ыйтаççĕ. Итлетпĕр те ун сăмахне, киле таврăнсан манса каятпăр. Пыра-киле ял ачи пăрçа мĕнле культура пулнине те манасси хăратать.
И.САЛАНДАЕВ.