Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Европа шанăçĕ

26 июля 2014 г.

 Китайри Нанкинăри çамрăксен çуллахи II Олимп вăййисем пуçланиччен пĕр уйăхран та каярах вăхăт юлчĕ. Çак ăмăртусенче медальсемшĕн кĕрешме пултаракансенчен пĕри - пирĕн ентеш Дмитрий Ефимов. Шăпах çакна шанса тăрать триатлон енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Дмитрий Бутков. Акă мĕн каланă вăл "Пĕтĕм спорт" информагенствине панă интервьюра: "Олимп вăййисене хутшăнма суйласа илесси питĕ çирĕп иртрĕ, Европăра ку тĕлĕшпе яшсемпе хĕр ачасем хушшинче пурĕ те тăхăр лицензи çеç пулчĕ. Пирĕн çамрăк спортсменсем хăйсене лайăх енĕпе кăна кăтартрĕç. Сăмахран, суйлав тапхăрĕнче Дмитрий Ефимов иккĕмĕш пулчĕ. Эпир Европа шайĕнче те чи лайăххисен шутне кĕме пултартăмăр, триатлон енĕпе тĕнче шайĕнче та палăртăмăр. Олимп вăййисенче Дима призерсен йышĕнче пуласса шансах тăратăп". Вулакансене аса илтеретпĕр: Китайри Нанкинăри çамрăксен çуллахи II Олимп вăййисем августăн 16-28-мĕшĕнче иртеççĕ. Ăнăçу сунатпăр сана, Дима, киле ылтăн медальпе таврăнасса çирĕп шанса тăратпăр.

А.ЕГОРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика