Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçпỹрт Шăмăршă хĕрĕ - волонтер

26 июля 2014 г.

 Чĕмпĕр - Шупашкар çул çинчи Виçпỹрт Шăмăршăри чарăнура автобусран Сочири Олимпиадăри волонтер тумне тăхăннă вăтам пỹллĕ хĕр арăм анса юлчĕ те ялалла утрĕ. Ку вăл Виçпỹрт Шăмăршăра çуралса ỹснĕ, халĕ Çĕнĕ Чĕмпĕр хулинче ĕçлесе пурăнакан Тамара Михайловна Ишукова пулчĕ. Тамара ялти сакăр çул вĕренмелли шкултан, Шăмăршăри вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать те Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетне çул тытать. Экзаменсене ăнăçлă тытса ют чĕлхе факультечĕн студентки пулса тăрать. Пилĕк çул ют чĕлхесене вĕреннĕ хыççăн шкулта ачасене акăлчан чĕлхи вĕрентме пуçлать. Шăпа ăна Çĕнĕ Чĕмпĕр хулине илсе çитерет. Хальхи вăхăтра Тамара Михайловна 79-мĕш номерлĕ гимназире акăлчан чĕлхи вĕрентет. Педагогика стажĕ Тамара Михайловнăн - 34 çул. 2012 çулта унăн Миша ывăлĕ (вăл финансист пулма хатĕрленет, студент) интернетра Сочири Олимпиада валли волонтерсен командинче ĕçлеме кăмăл тăвакансен конкурсĕ иртни çинчен пĕлтерỹ вуланă та амăшне хутшăнма хистенĕ. Çапла Тамара Михайловна Олимпиада оргкомитетне заявка ярать. Икĕ уйăхран конкурса хутшăнма пултаратăр тесе хурав килет. Ун хыççăн интернетпа тестсем килме тытăнаççĕ. Хуравламалла та ярса памалла. Тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслеççĕ пулас волонтерсене: психологи енчен те цифра техникипе ĕçлеме пултарнине те шута илеççĕ, телефонпа та калаçаççĕ, Он-Лайн - калаçу тĕрĕслев те ирттереççĕ. 2013 çулхи апрель уйăхĕнче тепĕр тура куçни çинчен шăнкăравласа пĕлтереççĕ. Июнь уйăхĕнче Краснодар хулинче Кубань университетĕнче эрне хушши "Манăн команда" программăпа тренинг, август уйăхĕнче "Манăн ĕç" (куçаруçă) вĕренỹ иртет. Ку турсенче те лайăх балсем пуçтарса тепĕр тура куçма пултарать Виçпỹрт Шăмăршă хĕрĕ. 250 пин конкурсантран 25 пин çын кăна суйласа илнĕ. Вĕсенчен пĕри - пирĕн ентеш Тамара Михайловна. Оргкомитет ăна Паралимпиадăра ĕçлеме ыйтнă. Февралĕн 24-мĕшĕнче Сочине тухса кайнă. Волонтерсем валли 5 хутлă çуртсенчен ятарлă ял туса лартнă. Çавăнта вырнаçнă волонтерсем. Икĕ кунтан, аккредитаци илсен (пурте илеймен, хăшĕсен каялла кайма тỹр килнĕ) пур çĕре те çул уçăлнă: тĕрлĕ çĕре те çитсе курма пулать, йăлтах тỹлевсĕр. Кунне виççĕ апат çитереççĕ, кăмăл каяканнине суйласа илме май пур. Транспорт çинче те аккредитаци хучĕпе çỹренĕ, тĕрлĕ куравсене те, ăмăртусене те тỹлевсĕрех курма май пулнă. Униформа панă. Вунă япала: куртка, калпак, шарф, перчетке, пушмак, кроссовки, футболкăсем. Хакĕ - 27500 тенкĕ. Униформа çинче Раççей çĕр-шывĕнче пурăнакан халăхсен культура паллисем, çавăнпа вăл тĕрлĕ тĕслĕ. Тамара Михайловна ту çинчи ялта, (Горная деревня) спортсменсем пурăнакан çĕрте ĕçленĕ. Малтанах хăй суйласа илнĕ пек, медицина енĕпе поликлиникăра куçаруçă пулнă. Допинг - тĕрĕслев тексчĕсемпе те ĕçленĕ. - Ĕçе канат çулпа çỹрерĕмĕр. Пĕрремĕш хут çỹçентерчĕ, унтан хăнăхрăмăр, каярах - килĕшсех кайрĕ, - йăл кулса аса илет Тамара Михайловна. - 15 кун ĕçлерĕмĕр. Канмалли кунсенче "Олимп паркне", ту çинчен ярăнакансене, биатлон курса тĕлĕнтĕмĕр. Чăнкă ту çинчен хăрах ураллă, хăрах алăллă çынсем йĕлтĕрпе вирхĕнсе аннине курнине нимĕнпе те танлаштарма çук. Роман Петушков - ылтăн, Ирек Зарипов - кĕмĕл медаль илнĕ ăмăрту та асрах. Паралимпиецсем пурте - чăн-чăн паттăр, çав тери çирĕп, вăйлă çынсем иккен. Каçсерен çĕнтерỹçĕне чысланине вара никам та, нихçан та манмасть пуль. Уйрăмах, виçĕ медале те хамăр спортсменсем çĕнсе илнĕ чухне. Виçĕ ялавĕ те Раççейăн, хамăрăн. Кашни куракан, кашни спортсмен çак самантра хăй Раççей гражданинĕ пулнăшăн мăнаçланать, хăпартланать, савăнать. Пурте Гимн юрлаççĕ. Питĕ хумхануллă самант. Ытти çĕр-шывран килнĕ волонтерсемпе паллашрăмăр. Пĕр-пĕрне ятпа кăна чĕнеççĕ. Канадăран 78 çулхи волонтер хăй темиçе Олимпиадăра пулнине, анчах Сочири Олимпиада ыттисенчен çỹллĕ шайра иртни çинчен каларĕ. Ыттисем те çавна çирĕплетсе каланисене илтни кăмăллă пулчĕ. Кун пек чаплă Олимпиада халĕччен пулман тесе хакларĕç волонтерсем. Волонтер пулса ĕçлеме питĕ килĕшрĕ. 

А.ЮМАНОВА. Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика