Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман пысăк хăрушлăхра

26 июля 2014 г.

 Июлĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Çут çанталăк министерствин "Шăмăршă лесничестви" хысна учрежденийĕнче вăрман законодательствине пăхăнса ĕçлес, çут çанталăка хỹтĕлес ыйтупа канашлу иртнĕ. Çанталăк типĕ те çиллĕ тăнă май, вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пысăк. Шăмăршă лесничествин территорийĕнче çак хăрушлăха "4 класс" паллăпа хаклаççĕ. Лесничество ĕçченĕсем вут-кăвар тухасран сыхă тăраççĕ, талăкĕпех дежурство йĕркеленĕ. Вăрманăн тепĕр хăрушлăхĕ - йывăçсене сиенлĕ хурт-кăпшанкă тапăнни. Чăваш Республикинчи вăрман хỹтĕлевĕн центрĕн специалисчĕсем 200 гектар çинче шелкопряд-монашенка текен хăрушă хурт-кăпшанкă тупса палăртнă. Çак хăрушлăха сирсе ярас тата ытти лаптăксем çине сарăлма парас мар тесен, васкавлă мерăсем йышăнмалла. Канашлăва хутшăннисем район çыннисене вăрмана вут-кăвар тухасран сыхлама, çут çанталăка хỹтĕлеме чĕнсе каланă. Ятарласа ирĕк париччен вăрмана транспортпа та, çуран та кĕрсе çỹреме юрамасть. 

Е.ФЕДОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика