Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăхра - тĕпчев-сăнав ĕçĕсем

26 июля 2014 г.

 "Карантин продукцийĕн переченне" вăйлă сиен кỹме пултаракан чир-чĕрсене, хурт-кăпшанка, çум курăка тата ыттине кĕртнĕ. Çав мурсене республика территоринче сарăлассинчен сыхланса Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем çулсерен ятарлă мероприятисем ирттереççĕ. Килекен тавара чи малтанах ял хуçалăх продукцине, йывăç-пĕрене таврашне, тĕмсене, хутаçри вăрлăха тата ыттине тĕрĕслев витĕр кăларма тăрăшаççĕ, пробăсем илсе лабораторире тĕпчеççĕ. Çулталăк пуçламăшĕнчех, сăмахран, 13 хуçалăхăн управĕсенчи сутлăх çĕр улмие лабораторире тĕпченĕ. "Иккĕмĕш çăкăршăн" уйрăмах хăрушă çĕр улми ракĕ (картофельный рак), çĕр улми лĕпĕшĕ (картофельная моль), çĕр улмин хăмăр çĕрĕкĕ (бурая гниль картофеля), ылтăн тата шупка нематодăсем (золотистая и бледная картофельные нематоды) текен мурсене тупман. Анчах та вырăнта тĕл пулакан ризоктониоз, ахаль тата кĕмĕл парша, альтернариоз типĕ çĕрĕк (альтернариозная сухая гниль) текен чирсем палăрнă. Çĕр улмин ылтăн нематоди унта та кунта сарăлнă. Кунсăр пуçне Мордва Республикинче çĕр улми ракĕ, Пушкăртстанра çĕр улми лĕпĕшĕ (картофельная моль) пурри çирĕпленнĕ. Ульяновск облаçĕнче явăнакан горчак (горчак ползучий) сарăлнă. Ку сăтăрçă Самара облаçĕнче вăй илнĕ. Асăннă регионта улма-çырлана пĕтерекен темиçе амак сарăлнă. Удмурт Республикинче Çĕпĕр шелкопрядне тупнă. Хăш-пĕр чухне вара Калифорни чечек трипсне пула вун-вун илемлĕ чечексенех тĕп тума тивет. Кăçал вара çак сăтăрçă хризантема чечекĕпе килнĕ. Ку партие çунтарса янă. Улма-çырлапа вара тут щитовки çакланса килнĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Çакскер ỹсен-тăран сĕткенĕпе тăранса пурăнать. Çавна май пан улми, груша, слива, хĕрлĕ тата хура хурлăхан, чие çырлин çимĕçĕ вĕтĕленет тата сахалланать. Уйрăмах çамрăк хунавсемшĕн хăрушă, асăннă нăрă тапăнсан вĕсем 1-2 çултан пĕтеççĕ. Çĕр улмин нематоди пуç çĕклесшĕн тесен йăнăш пулас çук. Вăл "кăмăлланă" вырăн чăвашра, чăнах та сахал мар. Ăна çулталăк пуçламăшĕ тĕлне 18 районта тупса палăртнăччĕ. Кăçал тата Шупашкар районĕнче пуррине çирĕплетнĕ. Ку çитмен-ха пире, Самара облаçĕнчен хĕрлĕ кăшманпа "ерсе" килнĕ çакскер. Сăтăрçăсенчен сыхланас тата вĕсемпе кĕрешес ĕçре хуçалăхсем хăйсем çине тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен тăтăшах тĕрĕслевсем йĕркелемелле. Çакна валли план çирĕплетмелле. Кайран ятарлă документра ăçта тата мĕнле майпа тĕпчевсем ирттернине çырса пымалла. Пĕр-пĕр карантин объекчĕ тупса палăртсан специалистсене пĕлтермелли паллă. Ăна пĕтермешкĕн çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăнни тĕрлĕ вĕтĕ "тăшмана", чир-чĕре çĕнтерес шанăçа ỹстерет. 

Н. ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика