26 июля 2014 г.
Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен комисси кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çак уйăхăн 26-мĕшĕччен "Чи лайăх обществăлла воспитатель - 2014" конкурс ирттересси çинчен пĕлтерет. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ - хăйсен ĕçĕсене творчествăлла хавхаланупа туса пыракан обществăлла воспитательсене тупса палăртасси, вĕсен пĕлтерĕшĕпе авторитетне ỹстересси, çул çитменнисем йĕркене пăснине тата ашкăнса çỹренине асăрхаттарас тĕлĕшпе витĕмлĕ социаллă политика туса хурасси. Районти конкурсра çĕнтернĕ обществăлла воспитатель çинчен калакан материалсене республика конкурсне тăратăпăр. Тĕплĕнрех 2-36-22 номерлĕ телефонпа ыйтса пĕлме пултаратăр.
С.ЧЕГАЕВА, район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен комисси секретарĕ.