Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Е тĕрлеме ларать те, тĕрри шăрçа пек пулать…

26 июля 2014 г.

 Кам-ха, кам çак халăха пĕлет?

Вăл çĕр пин сăмахпа пуплет,

Çĕр пин юрă-кĕвĕ кĕвĕлет,

Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет.

П.Хусанкай.

Чăваш халăх искусстви пуян та нумай енлĕ. Унăн тĕп тĕслĕхĕсенчен пĕри - тĕрĕ эрешĕ. Чăваш ăруран ăрăва тĕрĕ вăрттăнлăхĕн илемне упраса пынă: кĕпе-тумтирне те тĕрĕпе илемлетнĕ, пỹрт ăш-чиккине те, килти савăт-сапана та, кĕвĕ инструменчĕсене те тĕрĕ эрешĕпех капăрлатнă. Авалхи эрешсенче тĕнче тытăмĕ çинчен шухăшлани, ăна ăнлантарма тăрăшнине палăртаççĕ чăваш ăсчахĕсем. Тĕрĕсенче "шыв", "ана", "сухаланă çĕр", "çурт" тата ытти символсем тĕп вырăнта тăнине çирĕплетеççĕ. Халăх тавра курăмĕ аталанса пынă май тĕрĕ мифологилле шухăш-туйăмсемпе аваллăх символĕсенчен тасалса илемлĕх туйăмĕ пуянланса пынă. 18-19-мĕш ĕмĕрсенчи чăваш эрешĕсем уйрăмах хитре. Вăл вăхăтри тĕрĕ çыруçисем ытларах чухне тăваткал-тăваткал е темиçе кĕтеслĕ пайсенчен йĕркеленĕ. 20-мĕш ĕмĕрте чăваш тĕрри-эрешне аталантарасси ăслăлăх шайне çитнĕ. Тĕрĕ вăл - чăвашсен чи авалхи искусствисенчен пĕри. Чăваш тĕррин илемĕ такам чунне те канăçтарма пултарать, куçа илĕртет. Чăваш çĕр-шывне пĕрремĕш хут лекнĕ çын халăх тĕррипе кăсăкланать. Тĕрĕсенче чăваш халăхĕн чунĕ упранать тейĕн: унта хĕвел ăшшийĕпе шевлийĕ, анлă Атăл хумĕсенчи мăнаçлăх, сар тулă пучахĕсен асамлăхĕ. Чăваш хĕрарăмĕ ĕлĕк-авалах тĕрĕпе тумтире, тĕрлĕрен йăлапа çыхăннă япаласене капăрлатнă. Пир татăкĕ ун аллинче искусствăн чăн-чăн произведенийĕ пулса тăнă. Ĕмĕрсем иртсен те чăваш тĕррин илемлĕхĕ çухалмасть. Тарăн шухăшласан тĕлĕнетĕн те, ара, пач вулама-çырма пĕлмен чăваш хĕрĕсемпе арăмĕсем хăйă çутинче еплерех тĕрĕ тĕрленĕ-ха? Ĕлĕк тĕрлеме пĕлмен чăваш хĕрĕ пулман. Арчи тулман хĕр хисепсĕр шутланнă. Хĕрсем хăйне валли кăна мар, пулас мăшăрăн тăванĕсем валли те тĕрлĕ япала хатĕрленĕ. Тĕрлеме ăста хĕре халăх та хисепленĕ. Чăваш хĕрĕсем тĕрĕре илеме курнине, çынсене ырă тăвас йăлине, пурнăçа чунтан юратнине палăртнă. Илемпе кăна илĕртмест чăваш тĕрри. Ученăйсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, тĕрĕ çын тавра курăмне, пурнăçăн авалхи çул-йĕрне те каласа панă. Чăваш тĕррин чи паллă уйрăмлăхĕ - пур çĕвĕ те шутлав мелĕпе йĕркеленнинче. Кашни тĕс мĕне те пулин пĕлтернĕ. Хĕрлĕ тĕс - юн, ĕç, пурнăç. Симĕсси вара - çут çанталăк. Сарă тĕс - хĕвел, телей. Шурă тĕс - чун тасалăхĕ, çутă кун. Хура - хура халăхăн çĕр тĕсĕ, халăх вăйĕ. Вырăссен паллă тĕпчевçи П.Паллас чăваш тĕрри çинчен çапла каланă: "Кăвак, хĕрлĕ, хура тĕссемпех тĕлĕнмелле тĕрĕ тăваççĕ". Чăваш тĕррине паян тĕрлĕ çĕр-шывра пĕлеççĕ. Вăл Англири, Бельгири, Италири, СШАри тĕрлĕ выставкăсенче паллă вырăн йышăнать.

А.ПОРТНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика