26 июля 2014 г.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен пайĕсем 6889 преступление (пĕлтĕрхинчен 12,6 процент сахалрах) регистрациленĕ. 4810 преступление çийĕнчех уçса панă, 3347 çынна уголовлă йĕркепе явап тыттарнă. Шута илнĕ преступленисен 69,8 процентне уçса пани - Раççей Федерацийĕнчи регионсем хушшинче начар мар кăтарту. Атăлçи федераци округĕпе илсен, пирĕн республика иккĕмĕш вырăнта. Преступленисен 72,3 проц. хуласемпе хула йышши поселоксенче, 27,7 проц. ялсенче туни паллă. Кăçалхи ултă уйăхра республикăра çынна вĕлернĕ 52 тĕслĕх (-10,3 проц.), çын сывлăхне ятарласах пысăк сиен кỹнĕ 104 тĕслĕх (-1,9 проц.), хĕрарăма мăшкăлланă 30 тĕслĕх (пĕлтĕрхи шайра) пулнă. Иртнĕ çулхи пĕрремĕш çур çултипе танлаштарсан, вăрланă тĕслĕхсем 13 проц.чакнă. Автотранспорт хатĕрĕсене хăваласа кайнă тĕслĕхсем вара ỹснĕ (50 тата 67). Çак тата ытти цифрăсемпе фактсене Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви июлĕн 24-мĕшĕнче Канаш хулинче республикăри район хаçачĕсен журналистчĕсемпе ирттернĕ пресс-конференцире илсе кăтартрĕç. Хаçатçăсем умĕнче министерствăн уголовлă шырав управленийĕн начальникĕ, полици полковникĕ Павел Чесанов, министерствăри пĕтĕмĕшле уголовлă йышши преступленисене уçса парас енĕпе районсем хушшинче йĕркеленĕ пайĕн пуçлăхĕ, полици подполковникĕ Евгений Андреев, министерствăн пĕтĕмĕшле уголовлă йышши йĕркелесе ирттерекен преступленисемпе кĕрешес тĕлĕшпе районсем хушшинче йĕркеленĕ пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыраканĕ, полици подполковникĕ Николай Васильев тата министерствăн наркотиксемпе саккуна пăсса усă курнине хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе районсем хушшинче йĕркеленĕ пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыраканĕ, полици подполковникĕ Сергей Скворцов тухса калаçрĕç, журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Наркотиксемпе саккуна пăсса усă курнă тĕслĕхсем çинчен каланă май, Сергей Скворцов подполковник кăçал ку енĕпе 191 преступлени ( +33,6 проц.) уçса панине палăртрĕ. Пурĕ 3,2 килограмм наркотик хатĕрĕсем туртса илнĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта экономикăпа çыхăннă 762 преступление тупса палăртнă. Пурлăх тĕлĕшĕнчен сиен кỹнĕ 222,5 миллион тенке шыраса илнĕ. Çак тапхăрта алкоголе хирĕçле законодательствăна пăснă 38439 тĕслĕхе уçса панă, йĕркене сĕмсĕррĕн пăснăшăн 17,8 миллион тенкĕ штраф тỹлеттернĕ. "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат журналисчĕ пирĕн районти ĕçсем пирки каласа пама ыйтсан, Павел Чесанов полковник районта лару-тăру, тĕпрен илсен, йĕркеллех пулнине палăртрĕ. Кăçал районта 49 преступлени регистрациленĕ пулсан ( 2013 çулти ултă уйăхра - 94), 96 процентне уçса панă. (Танлаштарма: Комсомольски районĕнче - 88,9 проц., Патăрьел районĕнче - 95,4 проц., Елчĕк районĕнче - 100 проц.) Районта çулсем çинче авари тăвасси пĕлтĕрхи шайран 25 процент ỹсни (8 тата 10), аварисенче 4 çын вилни (пĕлтĕр - 1), 8 çын аманни шухăшлаттарать. Авари тунăшăн айăплă 2 водитель ỹсĕр пулнă. Преступление кам тунине çийĕнчех тупса палăртас тĕллевпе районти обществăлла вырăнсенче 6 видеокамера вырнаçтарнă. Кăçал çак камерăсем пулăшнипе административлă право йĕркине пăснă 20 тĕслĕх тупса палăртнă. Шалти ĕçсен министерствин яваплă çыннисем журналистсене право йĕркине сыхлакан органсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме, халăх хушшинчи профилактика ĕçне пĕрлехи вăйпа туса пыма чĕнсе каларĕç.
С.ИВАНОВ.