Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹркенетпĕр çав, ỹркенетпĕр

26 июля 2014 г.

 "Ялта ĕç çук" тесе кахалсем çеç калаççĕ тесе шутлатăп. Ялта вĕçĕ-хĕррисĕр ĕç, çу кунĕсенче уйрăмах нумай ĕçлеме тивет. Выльăх-чĕрлĕх усрасан, пахчара ĕçлесен канса ларма вăхăт сахал юлать. Çакă хăратать те ĕнтĕ çамрăксене. Вĕсем çăмăл пурнăçа килĕштерех параççĕ, çавăнпах яла юласшăн мар. Ман шутпа, çамрăксем хресчен ĕçне юратманнинче ашшĕ-амăшĕн тата шкул айăпĕ пысăк. Ачасене пĕчĕкренех çум çумлама, пахча шăварма, выльăх-чĕрлĕх пăхма хăнăхтарса ỹстермелле. Çу кунĕсенче кунĕ-кунĕпе урам тăрăх чупни е кунĕн-çĕрĕн компьютер умĕнче ларни ачана ĕçе юратма вĕрентеймест. Вĕсем ырлăх-пурлăха тар кăларса ĕçленипе çеç тума пулнине ăнланмасăр ỹсеççĕ. Ĕлĕкрех шкул çумĕнчи хушма хуçалăхра кролик е ытти выльăх усратчĕç, ачасем çĕр çинче те ĕçлетчĕç. Районти шкулсенче тракторист специальноçне паратчĕç. Халĕ вĕрентекенсем ачасене ĕçлеме хăнăхтарассишĕн, яла юлма хавхалантарассишĕн тăрăшсах каймаççĕ. Енчен те вĕсем манпа килĕшмеççĕ пулсан, хаçат урлă тавлашчĕр. Ман шутпа, тĕрĕс сăмаха, вăл мĕнле йỹçĕ пулсан та, йышăнмаллах. Унчченхи ырă йăласене манса каймалла мар, ял шкулĕ хулашăн çеç мар, ял малашлăхĕшĕн те ĕçлетĕрччĕ.

В.КУДРЯШОВ. Шăмăршă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика