30 июля 2014 г.
Çак сăмахсене Кивĕ Чукалта пурăнакан Вера Чамеева каларĕ. Вера Егоровна ĕнепе пăру усрать иккен, çемьерен ытлашши сĕте предпринимателе сутать. А.Чамеев предприниматель кашни ирех ĕне усракансем патне çитет, пĕр литр сĕте 13 тенкĕпе туянать. Ялта икшер ĕне усракансем чылай. Ю.Никитин, С.Лубошнов, Ю.Измайлов, Г.Малеев, Н.Мандрюков, В.Ларионов, С.Малеев, В.Албутов тата ыттисем сĕт сутса сахал мар ĕçлесе илеççĕ. Кунне 400-500 тенкĕ укçа ялта урăх ăçтан илĕн-ха? Кивĕ Чукалта ирсерен виçĕ кĕтỹ хăвалаççĕ. 150 пуç ытла сăвакан ĕне шутланать. Ватăрах çынсем каланă тăрăх, темиçе çул каялла ĕнесен йышĕ икĕ хут пысăкрах пулнă. "Çамрăксем усрасшăнах мар, ỹркенерех параççĕ", - теççĕ ял çыннисем. Вĕсем ĕне усракан çамрăк çемьесене хисеплесе калаçаççĕ. Çакăн пек ĕнтĕ вăл ял пурнăçĕ: пурте - куç умĕнче, кам ĕçченнипе кам юлхавраххи те тỹрех курăнать. Выльăх апачĕ пирки пăшăрханмаççĕ: ỹркенмесен кирлĕ чухлĕ утă хатĕрлеме пулать. Тыррине çеç укçалла туянмалла. Ĕне усрани, ытти выльăхпа танлаштарсан, тупăшлăрах тесе шутлаççĕ ял çыннисем. Сĕт хакĕ çеç ан чактăрччĕ теççĕ. Çу пуçламăшĕнче, ав, литрне 17 тенкĕпе туяннă. Ял çыннисем туса илнĕ сĕт татах йỹнелĕ-ши? Çу кунĕсенче сутлăх сĕт йỹнелнин тĕп сăлтавĕ çуллен пĕрешкел: производство нумай ỹснĕрен малтан заводсем, вĕсем хыççăн пуçтаракансем хака чакараççĕ. Тирпейлекен предприятисем хамăрăн пĕтĕм сĕте йышăнаймаççĕ. Çуррине республика тулашне яма тивет. Юр-вартан апат-çимĕç хатĕрлекен çĕнĕ заводсем тума, продукцие тулашра сутма тĕллев лартмалла республикăн. Çапла çеç ĕне выльăх шутне ỹстерĕпĕр, сутлăх хака çĕр-шывăн вăтам кăтартăвĕ патне çывăхартăпăр. ... Сăмахăма статья пуçламăшĕнче Вера Егоровна Чамеева калани патне тепĕр хут çавăрам-ха. Чăнах та, ĕне сĕт кăна памасть, тислĕкĕ те çĕре çемçетме кирлĕ. Тислĕк тăкмасан, пахча тухăç пама пăрахать. Чи лайăх пахчасем ялта килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă усракансен мар-и-ха? Хальхи вăхăтра, çĕр-шыв экономика аталанăвĕ тĕлĕшĕнчен пысăк йывăрлăхсем тỹснĕ тапхăрта, ялта ĕне е ытти выльăх нумайрах усрани çеç халăх пурнăçне лайăхлатма пулăшĕ. Пушă картишлĕ хуçан (ăна хуçа темелле-ши?) сĕтелĕ те пушă пулма пултарать. Патшалăх çине шанăç пысăк мар, хамăр вăя шанса пурăнма тăрăшмалла. Ĕне - картиш илемĕ, çемьене тăрантараканĕ. Ваттисем çапла каланă, вĕсем вара нихăçан та пустуй павраман. Ĕне усракан çемьере ача-пăча та сывлăхлă çитĕнет, кил-йыш пурнăçĕ те илемлĕрех пек туйăнать.
И.САЛАНДАЕВ.