30 июля 2014 г.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çитĕннĕ арçынсен 1\3 пайĕ табак туртать. Çапла вара вĕсем хăйсен ирĕкĕпе сывлăха хавшатаççĕ. Табак туртни нумай чухне вăхăтсăр вилĕм патне илсе çитерет. Юлашки вăхăтра районти тĕп больница территорийĕнче пирус мăкăрлантаракансем чакнине кирек кам та асăрханă пулĕ. Ку енĕпе саккунсем çирĕпленнĕ хыççăн врачсем хушшинче табак туртакансем çукпа пĕрех. Стационарта сипленме килекенсенчен те: "Пирус туртса хамăн ĕмĕрĕме кĕскетместĕп", - тенине илтме тỹр килет. Çакă савăнтарать. Арçынсем хăйсен сывлăхне упрама тытăнни çав тери ырă пулăм. Медицина тĕпчевĕсем кăтартса панă тăрăх, табак туртни рак тата ỹпке эмфиземи, чĕре системин чирĕсемпе чирлесси патне илсе пыма пултарать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци пĕлтерни тата хăрушăрах: табак туртнине пула çирĕммĕш ĕмĕрте 100 миллион çын вăхăтсăр вилнĕ. XXI ĕмĕрте çак кăтарту 1 миллиардпа танлашма пултарать. Тĕнчере çулленех 5,4 миллиона яхăн çын табак туртнине пула ернĕ чирсемпе нушаланса вилет. Пирус туртманнисемпе танлаштарсан, туртакансен пурнăçĕ вăтамран 13 çул кĕскерех. Малашне те лару-тăру улшăнмасан 2030 çул тĕлне табак туртнипе çулленех 10 миллион çын вăхăтсăрах çут тĕнчерен уйрăлма пултарнине пĕлтереççĕ. Хăйсем чирленисĕр пуçне, туртакансем ытти çынсене те чире яма пултараççĕ. Айккинче тăракансем ỹпке ракĕпе тата хырăмлăх ай парĕн ракĕпе чирленĕ тĕслĕхсем те пур. Çавăн пекех туртман çынах астма тата чĕре чирĕсене çаклатас хăрушлăх та пысăк.
Н.ПОЛЯКОВА, нарколог.