Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹсĕмсем пур,тата та вăй хумалла

30 июля 2014 г.

 Июлĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулни - Чăваш Еншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ событи. Тĕл пулура республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн чи кирлĕ ыйтăвĕсене сỹтсе явнă. Республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та обществăпа политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă: тĕрлĕ наци представителĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, хăйсен йăли-йĕркине, пурнăç йĕркине, культурине сыхласа хăварса пурăнаççĕ. 2012 çултан тытăнса демографи лару-тăрăвĕ те ырă еннелле улшăнни савăнтарать. Нумай ачаллă çемьесен йышĕ ỹсет: виççĕмĕш, тăваттăмĕш ачасем çуралаççĕ. Хамăр района илсен те, юлашки çулсенче ача сачĕсен строительствипе нумай ĕçленине палăртмалла. Районта садиксенчи черет ыйтăвне республикăра чăн малтан татса пани - пысăк çитĕнỹ. Шăмăршă тăрăхĕнче çамрăк çемьесене пулăшмалли, вĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли Федераци программисем пурте ĕçлеççĕ. Чăнах та, ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерес ыйту çав-çавах çивĕч тăрать-ха. Ку ыйтусене республика органĕсем пулăшнипе тапхăрăн-тапхăрăн, утăм хыççăн утăм туса татса памалла.

М.ХАМДЕЕВ, район пуçлăхĕ, "Искра" СХПК председателĕ.  

Тĕл пулура Раççей Президенчĕ В.Путин Чăваш Енри экономика лару-тăрăвĕпе те интересленнĕ. М.Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи пĕрремĕш çур çул пĕтĕмлетĕвĕсене хурлама çук. Ултă уйăх кăтартăвĕсемпе промышленноç производствин индексĕ 104,7 процентпа танлашнă, çулталăкра 104 процент пулать. Ял хуçалăхĕнче те ырă динамика сыхланса юлать. Пурăнмалли çурт-йĕр хута ярасси те ỹсет - 103-104 процент. Федераци шайĕнче йышăннă программăсем пирĕн республикăра, çав шутра хамăр районта та пурнăçланса пыраççĕ. Çитменлĕхсем, паллах, пур. Çул-йĕр тăвассипе, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе татса паман ыйтусем чылай. Çамрăксене яла хăварас, вĕсене тивĕçлĕ ĕç тупса парас ыйту та - чи çивĕччисенчен пĕри. 

М.ЗАХАРОВ, ĕç ветеранĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ. Шăмăршă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика