02 августа 2014 г.
Тракторсемпе хăй тĕллĕн çỹрекен шассисемпе, çул-йĕр техникипе, прицепсемпе усă курнă чух хăрушлăхсенчен асăрханас тата вĕсене вăхăтра сирсе ярас тĕллевпе республикăра, вăл шутра пирĕн районта та "Трактор" операци-уйăхлăх ирттерме палăртнă. Операци вăхăтĕнче техника хатĕрĕсен юсавлăхне, вĕсем палăртнă нормативсене тивĕçтернине тĕрĕслеççĕ. Çавăн пекех документаци шайне, техника çут çанталăка сиен кỹме пултарнипе пултарманнине те шута илеççĕ. Хăрушсăрлăх шайĕ мĕнлерех тата - çакă та манăçа юлмĕ. Операци-уйăхлăх августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен пырать. Патшалăх техника тĕрĕслевĕн районти инспекцийĕ маларах çакăн çинчен тепĕр хут аса илтерет. Мĕн пур йышши авто-мототехникăна вăхăтра патшалăх регистрацине тăратмалла. Çак ĕçе техника туяннă хыççăн вунă кун хушшинче пурнăçлама тăрăшмалла. Тракторсене, комбайнсене, хăй тĕллĕн çỹрекен шассисене, çул-йĕр техникине, прицепсене кашни çулах техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Регистрацилемен тата техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман техника хатĕрĕсемпе усă курма юрамасть. Йĕркене пăсакансене саккунпа килĕшỹллĕн явап тыттараççĕ.
В.МАТВЕЕВ, патшалăх техника тĕрĕслевĕн инспекцийĕн районти аслă инспекторĕ.