Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ютти - илĕртỹллĕ, хамăрăн - усăллăрах

02 августа 2014 г.

 Ытлари кун район администрацийĕн ларусен залĕнче районти суту-илỹ объекчĕсен ертỹçисен канашлăвĕ иртнĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту - лавккасенче вырăнти продукцисене ытларах сутасси. Ним пытармалли те çук, хальхи вăхăтра Чăваш Енре туса кăларнă апат-çимĕç продукчĕсене сайра тĕл пулатăн, ĕçмелли те, çимелли те ытларах чухне ютран кỹрсе килнисем. Çакă вырăнти промышленноçа аталантарма, ял хуçалăх продукчĕсем туса илекенсене производствăна ỹстерсе пыма чăрмантарать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев сутуçăсене Чăваш Енре туса кăларакан продукцие вырăнта ытларах сутмашкăн чĕнсе каланă. Çак йышăну мĕнле пурнăçланнине яваплă çынсем контроллесе тăрĕç. "Ютран кỹрсе килнĕ продукцин пахалăхĕ те иккĕлентерет, енчен те инкек сиксе тухсан никамран ыйтма та çук. Халăха сывлăхшăн хăрушă мар паха продукципе çеç тивĕçтермелле", - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Канашлура суту-илỹ точкисен йĕри-таврашĕнче тирпейлĕх тăвасси пирки те хĕрỹ калаçнă. Шел те, чылай çĕрте кăмăла пăсакан ỹкерчĕксене куратăн: эрĕмпе вĕлтĕрен ашкăрса ỹсеççĕ, çỹп-çап, пластик е кĕленче савăт-сапа йăваланса выртать. Лавкка çумĕнче чечек клумбисем тума ыйтнине пурнăçламаççĕ. Суту-илỹ объекчĕн яла илем кỹмелле, тултан та, шалтан та илĕртỹллĕ пулмалла. Çакă тавар туянакансен кăмăлне çĕклĕ, ытларах тавар сутма та пулăшĕ. 

Е.ФЕДОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика