02 августа 2014 г.
Юн кун район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче район Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ тăххăрмĕш ларăвĕ иртнĕ, ăна Пуху председателĕ, район пуçлăхĕ М.Хамдеев ертсе пынă. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа - Шăмăршă районĕн 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем çинчен - район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Э.Жамкова доклад туса панă (Доклад паянхи номерте кĕскетнĕ текстпа пичетленет). Шăмăршă районĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти бюджечĕ мĕнле пурнăçланнипе район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ О.Миронова паллаштарнă. Район бюджечĕ пĕрремĕш çур çулта тупăшсем енĕпе 98769355,65 тенкĕ, тăкаксем енĕпе 97677889,35 тенкĕ пурнăçланнă. Район администрацийĕн резерв фондĕнчен пĕр пус та тăкакланман. Депутатсем, сỹтсе явнă хыççăн, районăн 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулти аталанăвĕн отчетне тата çак тапхăрти бюджет мĕнле пурнăçланни çинчен пĕлтернине сасăласа çирĕплетнĕ. Депутатсем çавăн пекех полицин Патăрьелĕнчи пайĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ С.Агеев кăçалхи пĕрремĕш çур çулти оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлтернине итленĕ, кун йĕркинчи ытти ыйтусене пăхса тухса тивĕçлĕ йышăну тунă. Çакăнпа район Пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕ хăйĕн ĕçне вĕçленĕ.