Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Физкультурăпа спорт Спартакиадинче

02 августа 2014 г.

 Çак кунсенче Çĕрпỹ районĕнчи Çĕньял Катек ялĕ çывăхĕнчи уçă çаран çинче республикăри патшалăх влаçĕпе вырăнти хăйтытăмлăхра ĕçлекенсен физкультурăпа спорт Спартакиадин çуллахи тапхăрĕ иртнĕ. Спартакиадăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă, пурне те спорт уявĕ ячĕпе ăшшăн саламланă. Спартакиада Сывлăхпа спорт кунĕпе пĕр вăхăтра иртни унăн пĕлтерĕшне тата ỹстернине палăртнă. Спартакиадăн çуллахи тапхăрĕн программине мини-футболăн финалти матчĕсене, хутăш эстафетăна тата вĕрен туртса ăмăртассине кĕртнĕ. Шăмăршă районĕн команди кашни ăмăртăвах хутшăннă тата начар мар кăтарту тунă. Хăш-пĕр участниксем ГТО комплексĕн нормативĕсене парса хăйсен вăйне тĕрĕсленĕ. Спартакиада кăçалхипе вун виççĕмĕш хут иртнĕ. Вăл çулталăк тăрăшшĕпех пырать, спортăн 13 енĕпе ăмăртаççĕ.

Е.ФЕДОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика