Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял ачи лаша кỹлтĕр, техникăпа туслаштăр

02 августа 2014 г.

 Кăçалхи май уйăхĕн пуçламăшĕнче хаçат ĕçĕпе Пăчăрлă Пашьелĕнче пулма тивнĕччĕ. Ял шкулĕ умĕнче аслă классенче вĕренекенсемпе калаçу пуçартăм. - Лаша кỹлме пĕлетĕр-и? -  интересленсе ыйтрăм çамрăксенчен. Сакăр каччăран (ача тесен кỹренĕç - вун тăваттăра-вун пиллĕкре-çке!) пĕри çеç ашшĕпе пĕрле кỹлсе курнă иккен. Ыттисем ут патне хăш енчен пымаллине те пĕлмеççĕ. - Пире вĕрентекен çук та, ăçтан пĕлер? - тỹрре тухасшăн пулчĕç çамрăксем. Ăçтан ỹпкелĕн-ха вĕсене лаша кỹлме пĕлменнишĕн? Пашьелĕнче çеç мар, Палтиелĕнче те, Карапай Шăмăршăра та (Шăмăршă шкулĕ пирки каламăп та) вĕренекенсем хресчен ĕçне пĕлсех каймаççĕ. Пĕр енчен, ялта лаша та нумай мар, тепĕр енчен, çамрăксене мĕн пĕчĕкрен ял ĕçне хăнăхтарса ỹстерместпĕр. Шкул ертỹçисем халĕ миçе выпускник аслă шкула вĕренме кĕнипе мухтанма хăнăхрĕç. Августри конференцире те çак сăмахсене илтетпĕр. Миçе çамрăк яла юлни, уй хирте е фермăра ĕçлес тени никама та интереслентермест. Хамăр вара ял ватăлать, çамрăксем хулана тараççĕ тесе ỹпкелешетпĕр. Айăпĕ камра-ха? Ялсене тухса çỹренĕ чух çакна асăрхатăп: хуçалăхсенче механизаторсем, фермăра ĕçлекенсем çитмеççĕ. Паян ĕçлекеннисенчен чылайăшĕн тивĕçлĕ канăва кайма вăхăт çитсе пырать, хăш-пĕр çĕрте пенсие тухнисене те чĕнсе илнĕ. Енчен те çывăх вăхăтра тивĕçлĕ мерăсем йышăнмасан, кам ĕçлĕ малашне уй-хирте те фермăра? Лайăх ас тăватпăр-ха: иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче механизаторсем ялта тĕп вăйччĕ. Вĕсене мухтамасăр хаçатсен пĕр номерĕ те тухмастчĕ темелле. Вăл халĕ те çаплах пулмалла. Механизатор паян та - хирте ĕçлекен пĕртен-пĕр вăй. Анчах та вĕсем ытла та сахал. Акă "Карлинская" Агрофирма" ЗАО ертỹçи В.Абсалямов çур акинче те, вырмара та ютран çын шырать. Механизатор кадрĕсем хĕрỹ тапхăрта ылтăн пек хаклине "Шанс" ООО ертỹçи В.Еремеев та лайăх ăнланать. Ялсенче механизатор династийĕсем çукпа пĕрех. Ашшĕ ывăлне трактор çине лартассишĕн мĕнлерех хыпăннă вăхăта аса илер-ха. Ĕç вăйĕ çителĕксĕррипех хирти ĕçсем вăхăтра пурнăçланмаççĕ. Авланнă хыççăн ашшĕн тĕп килĕнчен уйрăлса тухнă ывăлĕ-сем ăçта? Вĕсем хулара вырăн тупнă. Ялта авланман хусахсем йышлă. Хăшĕсем Мускава кайса ĕçлекелеççĕ-ха, теприсем ватă ашшĕпе амăшĕн "ĕнси çинче" пурăнаççĕ. Вĕсен çемье çавăрас, ялта ĕçлес шухăш çук. Ĕçсе пултăр. Ĕçкĕ вара çынлăха çухатасси патне илсе çитерет. Ял хуçалăх производствине атлантарма паян ăста специалистсем кирлĕ. Кадрсене ялта çирĕплетсе хăварас ыйтупа ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсен, шкул ертỹçисен пĕр тĕллевпе ĕçлемелле. Яла çĕклеме çамрăк вăй çеç хăват çитерĕ. "Паянхи çамрăка лаша кỹлме пĕлни те, тракторпа ĕçлеме вĕренни те кирлĕ мар, малашлăх - компьютерта" - терĕ мана ял пурнăçĕ çинчен калаçнă чух пĕр учитель. Унпа килĕшме те пулать пуль, анчах хирĕçлес те килет. Компьютер умне лариччен малтан, сĕтел хушшине меллĕн кăна вырнаçса, алла çăкăр тытатпăр мар-и-ха? Çăкăрпа юр-вара ял çынни тар тăкса тăвать. Ял ватăлсан, пушанса юлсан хирте тата фермăра ĕçлекенсем пулĕç-ши? 

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика