02 августа 2014 г.
Çак кунсенче район активĕн пухăвĕнче федерацин 136 ФЗ №-лĕ саккунне анлăн сỹтсе яврĕç, чылай сĕнỹ пачĕç. ЧР Юстици министерстви "Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелесси çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проектне те хатĕрленĕ, ăна халăхпа сỹтсе явма тăратнă. Пирĕн корреспондент çак икĕ саккун пирки район çыннисем мĕн шухăшланипе интересленнĕ.
В.СТОЛЯРОВ, ĕç ветеранĕ. Карапай Шăмăршă ялĕ: - Район пуçлăхĕ пĕрре пулмалла тенине эпĕ ырлатăп. Ăна халăхăн суйламалла. Халăх суйласан пуçлăхăн чыс-хисепĕ ытларах, статусĕ пысăкрах пулĕччĕ.
В.СИМУРЗИН, фермер, Çĕнĕ Чукал ялĕ: - Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене малашне депутатсем хăйсен йышĕнчен суйлĕç. Çакна эпĕ ырлатăп. Анчах та хисепе чи малтан лайăх ĕçленипе çĕнсе илмелле.
В.КУдряшов, пенсионер, Шăмăршă ялĕ: - Муниципалитет районĕн пуçлăхне халăх суйлани - питĕ тĕрĕс йышăну. Районта хальхи пек иккĕ мар, пĕр ертỹçĕ çеç пулĕ, вăл политика, экономика, социаллă тата ытти ыйтăва йăлтах хăй татса парĕ. Ман шутпа, райцентрăн хăйĕн уйрăм пуçлăх кирлĕ мар, уншăн район ертỹçи яваплă пулмалла. Ертỹçĕ халăхшăн тăрăшакан çын пултăрччĕ, вара ăна халăх та пулăшса пырĕ.