Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт те хаклă, çăкăр та йỹнех мар

06 августа 2014 г.

 Июль уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне республикăра 25240 организаци тата экономикăн тĕрлĕ тытăмĕнче ĕçлекен 32369 уйрăм предпринимателе шута илнĕ. Çĕнĕ çул умĕн Чăваш Енре 1 миллион та 240 пин çын пурăннă. 2012 çулта, пирвайхи 20 çулта пуçласа, çуралакансен йышĕ вилекенсенчен иртнĕ. Çак ырă пулăм 2013 çул та, кăçал та палăрнă. Вăтăр урлă каçнисен хушшинче ача çуратакансем йышланнă. Çавна май икĕ-виçĕ е ытларах ачаллă çемьесен шучĕ те хушăнсах пырать. Федерацин Атăлçи округĕнче, 14 регион хушшинче, эпир ача çуратассипе 4-мĕш вырăнта. Кăçалхи январь-май уйăхĕсенче республикăри вăтам ĕç укçи 19,7 пин тенкĕпе танлашнă. Çав вăхăтрах ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшакансен шалăвĕ - 11,8 пин тенкĕ кăна. Атăлçи тăрăхĕнче чи пысăк шалу илекенсем тутарсем - 26,8 пин тенкĕ, чи сахалли - мордвасен - 18,4. Пĕрремĕш çур çулта апат-çимĕç хакĕ хăвăрт ỹснĕ: сахăр хакĕ 29,8 процент хăпарнă, пахча çимĕç (кунта çĕр улми те кĕрет) - 26,5, аш-пăш продукчĕ - 13,4, эрех-сăра - 10,7. Пулă, сĕт, çу, çăнăх, макаронпа кĕрпе таврашĕ 8,8-4,8 процент ỹснĕ, çăкăр-булка - 1,7 процент. Çăмарта хакĕ вара 29,2 процент чакнă. Пирĕн патра çу шайĕ 2,5-3,2 процентпа танлашнă сĕт 41,18 тенкĕ тăнă. Кăçал ял хуçалăх культурисене 558,6 пин гектар çинче акса хăварнă. Ял хуçалăх организацийĕсенче акмалли лаптăка иртнĕ çулхипе танлаштарсан 0,3 процент ỹстернĕ, фермер хуçалăхĕсенче - 14,3 процент. Анчах çĕр улмипе пахча çимĕç лаптăкĕсем 9,1 тата 0,9 процент чакнă. Мĕн пур категорири хуçалăхра чĕрĕ виçепе 46,5 пин тонна аш (чăх какайĕ те кĕрет) туса илнĕ. 2014 çулхи июнь уйăхĕн вĕçĕ тĕлне мĕн пур категорири хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 212 пин пуç пулнă, вĕсенчен 44 проценчĕ - ĕне. Ĕне йышне республикăри 9 районта ỹстернĕ.

Е.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика