Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çитĕнсен моряк пулатăп, Лева мана çара ăсатĕ"

06 августа 2014 г.

Сар çу пек шăранса тăракан çуллахи илемлĕ кун пĕтĕм çут çанталăк савăннăн туйăнать. Иллен кунĕ хĕвеллĕ те ăшă килчĕ кăçал, сывлăш температури вăтăр градус патнех кармашрĕ. Мĕн пытармалли: ача-пăчана çеç мар, çитĕннисене те паян шыв хĕрри илĕртет. Шыва кĕрсе уçăлни, пулă пек ишсе ăмăртни кăмăл-туйăма çĕклет, ỹт-пĕве вăй-хал кĕртет. Ярăслав ачисем те - Костя Ефимов, Рома Якушов, Кольăпа Денис Красновсем - ялтан пĕр çухрăмри кỹлле шыва кĕме кайма шутларĕç. Костя - кăçал Васанти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн 8 класĕнчен вĕренсе тухнăскер - 7 класс пĕтернĕ Кольăпа, тăваттăмĕшне куçнă Ромăпа тата кăçал виççĕмĕшне каякан Дениспа çав тери туслă. Тепĕр çывăх тус - пилĕк çулти Лева Розов. Вăл садике кăна çỹрет-ха, апла пулин те питĕ тавçăруллă. Юрлама, ташлама юратать, сăвăсем пăхмасăр калама пĕлет. Ялан кулса кăна çỹрекенскере, ачасем шỹтлесе "Хĕвеллĕ Лева" теççĕ. Акă паян та Лева аслисемпе пĕрле кỹлĕ хĕррине ерсе пычĕ. Ачасем унта кайнине килтисенчен пĕри те асăрхамарĕ. Ара, çуллахи хĕрỹ тапхăрта ял çыннин çĕр тĕрлĕ ĕç-çке: утă та çулмалла, вутă та хатĕрлемелле, çум та çумламалла... Кỹлли ку - тахçан техникăпа чавса ял кĕтĕвĕ валли тунăскер. Хĕрринче, чăнах та, тарăн мар, чĕркуççи таран çеç. Шаларах вара тарăн лакăмсем - путăксем тĕл пулаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, асăрханмасан инкек-синкек те сиксе тухма пултарать. Ахальтен мар ваттисем ку кỹлĕ хĕррине ача-пăчана яма хушман. Темиçе çул каялла кỹлĕре çын путса вилнĕ, пĕрле шыва кĕнĕ юлташĕсем те асăрхаса ĕлкĕреймен. ...

АЧАСЕМ калаçса-кулса вăрман хĕрринчи кỹлĕ хĕррине çитсе те тăчĕç. Кĕпе-йĕме çерем çине хывса печĕç те кỹлĕ ытамне чăмрĕç... Пĕрле чăмпăлтатнă чухне юнашар Лева çуккине пуринчен малтан Костя асăрхарĕ. Сылтăмалла пăхрĕ те - шывра пысăк хăмпăсем... "Лева путнă!" çиçĕм пек вĕлтлетсе иртрĕ çак шухăш Костьăн пуçĕнче. Вара тỹрех шыв айне чăмрĕ, аллисемпе пĕчĕк ачана шыраса тупса тулалла туртса кăларчĕ. Çăлăнăç! ... Хăй паттăрла ĕç тунине Костя йышăнасшăн мар. Киле таврăнсан, ачасем аслисене те пĕр сăмах та шарламан. Лева çеç (пĕчĕк вĕт, мĕн тăвăн!) кукашшĕпе кукамăшне Костя хăйне çăлни çинчен пĕлтернĕ. Ачасемпе эпĕ урамра курса калаçрăм. "Ỹссен эпĕ моряк пулатăп, Лева вара мана çара ăсатса ярĕ. Вăл лайăх юрлать", - терĕ Костя. - Шыв айне чăмнă чух пĕрре те хăрамарăн-и? - ыйтрăм унран. - Çак вырăнта путса вилнĕ тĕслĕхсем те пулнă вĕт-ха! - Хăрамарăм. Хăрама вăхăт та çукчĕ - кăштах тăнă пулсан Лева вилме те пултаратчĕ. Юрать-ха, шыв нумай ĕçсе ĕлкĕреймен... Левăн кукашшĕ - Владимир Николаевич Востоков - мăнукне вилĕмрен çăлнăшăн Костьăна чĕререн тав туса кĕсье телефонĕ парнелерĕ. Сăпайлăскер, парнене илесшĕн те марччĕ вăл, хăй нимĕнле паттăрла ĕç те туманни çинчен каларĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Костя Ефимов тăххăрмĕш класа шкула кайĕ. Хăвăртрах вăтам пĕлỹ илсе Тинĕс-çар Флотне службăна кайма хатĕрленет вăл. Лева вара тепĕр çул та садике çỹрĕ-ха. Телей кăна сунар вĕсене! 

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика