06 августа 2014 г.
Тунти кун район администрацийĕнче иртнĕ ĕçлĕ планеркăра район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев чăн малтан вырма ыйтăвне çĕкленĕ. Ĕнерхи кун тĕлне районта 2955 гектар тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ, 5462 центнер тырă çапса илнĕ. Вăтам тухăç гектар пуçне 18,5 центнерпа танлашать. Кĕр тыррисем акмалли вăхăт та çитсе пырать. 3800 гектар акмалла пулсан, хальлĕхе 2600 гектар çĕр хатĕр-ленĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.Алексеев палăртнă тăрăх, кĕр тыррисем акмалли плана пур çĕрте те пурнăçламалла. Акана минерал удобренийĕсемпе усă курса çеç ирттермелле. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев вырмара техникăна тухăçлă ĕçлеттермелли тата ĕç пахалăхĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăнă. Паянхи пек хăвăртлăхпа кăна ĕçлесен вырма вăраха тăсăлма пултарать. Çанталăка вара шанма çук. Пĕлтĕрхи кĕркуннене манма юрамасть. Мĕн çитĕнтернине хăвăрт тата çухатусăр пухса кĕртессишĕн пур çĕрте те тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Сентябрĕн 1-мĕшĕ - Пĕлỹ кунĕ те çывăхарать. Район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Н. Игнатьева тĕпрен илсен шкулсем çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрри çинчен пĕлтернĕ. Патшалăхăн "Доступная среда" программипе килĕшỹллĕн Палтиелĕнчи вăтам шкулта хушма юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Е.Федорова демографи лару-тăрăвĕпе паллаштарнă. Июль уйăхĕнче 10 ача çуралнă, тĕрлĕ сăлтавпа 18 çын вилнĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта вара 105 ача çут тĕнчене килнĕ. Яланхи пекех, район администрацийĕн пуçлăхĕ ялсенче тирпей-илем тăвас ыйтăва çивĕч çĕкленĕ. Çỹп-çапа свалкăна вăхăтра турттармалла, урамра хыт-хура ашкăрса ỹсни те ял тата район ятне ярать. Планеркăра полицин Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ С.Агеев тата район больницин тĕп врачĕ И.Смирнова хăйсем ертсе пыракан службăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.
С.ИВАНОВ.