Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тарса килнисене пулăшмашкăн

06 августа 2014 г.

 Июлĕн 22-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительстви Украинăран тарса килекен çынсене çĕр-шывăн регионĕсене куçарасси пирки постановлени кăларнă. Ку документпа килĕшỹллĕн регионсем валли Украина гражданĕсене йышăнмалли квотăсем çирĕплетнĕ. Ăна тĕпе хурса Чăваш Енĕн тепĕр 390 çынна йышăнмалла (хăй тĕллĕн килекенсене шутламасăр). Çак ыйтăва ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви йĕркеленĕ брифингра пăхса тухнă. Чăваш Ене Украинăн 542 гражданинĕ килнĕ (июлĕн 30-мĕшĕ тĕлне), çав шутра 137 ача. Вăхăтлăх хỹтлĕхпе тивĕçтерме ыйтса 306 çын заявлени çырнă, вĕсенчен 54-шĕ тивĕçлĕ статус илнĕ. 403 çын тăванĕсем патĕнче пурăнать. Ыттисем - "Контур" тата "Чăваш Ен-курорт" комплекссенче. Раççей Правительстви Украинăран тарса килекенсем валли вăхăтлăх пунктсем йĕркелемешкĕн регионсене трансфертсем парасси çинчен калакан правилăсене те çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн регионсене федераци бюджетĕнчен нухрат - пĕр çын пуçне талăкра 800 тенкĕ - куçарса парĕç. Чăваш Ен иртнĕ эрнере РФ Регионсен аталанăвĕн министерствине хăйсем пурăннă вырăна пăрахса хăварнисене вăхăтлăх икĕ пунктра усранипе пулакан тăкаксене саплаштарасси пирки заявка тăратнă. Украинăран тарса килнисем çỹлерех асăннă квотăпа пирĕн республикăна паян-ыран çитмелле. Чăваш Ен талăкра 45 çын таран йышăнĕ тесе калаçса татăлнă. Украина гражданĕсене чукун çулпа е МЧСăн ятарлă борчĕпе илсе килĕç. Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби вакансисен банкне хатĕрленĕ, унта 1700 ĕç вырăнĕ. Украинăран тарса килнисене республикăри 68 организаци йышăнма хатĕр. "Пирĕн пĕрлехи тĕллев - куçса килнĕ çынсене обществăна май килнĕ таран хăвăртрах явăçтарасси", - тенĕ Г.Федоров.

И.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика