Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В.Шуряков: "Спорт - манăн пурнăçăм, телейĕм"

06 августа 2014 г.

 Хĕрĕх çула яхăн паллатăп ăна. Çирĕп шăм-шаклă, хыт утăмлă вашават арçын ра- йонти кашни Акатуях судья пулса хутшăнатчĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенче район чысне хỹтĕлетчĕ. Çук, иртнĕ вăхăтпа калам мар-ха: паян та районти спорт пурнăçĕн хастарĕ вăл, çулĕсене пăхмасăр спортра çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать, Шăмăршă енĕн чапне çĕклет. Ку - пĕрре те ỹстерсе калани мар. Сăмахăм ман - Тĕнче, Европа, Раççей, Чăваш Ен чемпионĕ, Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ Владимир Шуряков пирки. Спортпа вăл çамрăк-лах çывăх пулнă. 1988-1994 çулсенче - районти пушар хуралĕн службинче ĕçленĕ чухне - Владимир Петрович професси ăсталăхĕн республикăри смотр-конкурсĕнче пилĕк хутчен çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ. Йывăр атлетикăпа Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнă, биатлонпа тата пĕчĕк калибрлă винтовкăран перессипе те - I разрядлă спортсмен. В.Шуряков хĕллехи спортăн нумай енĕпе ăмăртассипе (многоборье) 1978 çулта республика чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ. Икĕ çул хушши - 1968 тата 1969 çулсенче - автомашинăпа фигурăсем туса ярăнассипе Чăваш Ен чемпионĕн ятне вĕçертмен. 1983-1991 çулсенче пăшалтан тĕл перессипе республика чемпионĕ пулнă. Çапах та Владимир Петрович кире пуканĕн спортне ытларах юратни курăнать. Çак спорта вăл тивĕçлĕ канăва кайсан та пăрахмарĕ. Пăрахма-и унта - кашни çулах çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тума тытăнчĕ! 2008 çултанпа темиçе хутчен те кире пуканĕ йăтассипе ветерансем хушшинче Тĕнче, Европа, Раççей тата Чăваш Ен чемпионĕ пулчĕ. Спортри пысăк çитĕнỹсемшĕн В.Шуряковăн ятне Гиннес рекорчĕсен кĕнекине кĕртни те - пирĕн районшăн çав тери пысăк чыс. Владимир Петрович çамрăк ăрăва спорта юратма вĕрентес тĕлĕшпе те пысăк ĕç тăвать. Вăл - Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн обществăлла йĕркепе ĕçлекен тренерĕ. Вун-вун çамрăка кире пуканĕн спортне юратма хăнăхтарать. Хăйĕн вĕренекенĕсем республикăри ăмăртусенче çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тунишĕн ветеран чĕререн савăнать. "Спорт - манăн пурнăçăм, телейĕм", - тет Владимир Шуряков. Çак кунсенче 70 çул тултарнă хисеплĕ ветерана спортра тата пурнăçра ăнăçу, çирĕп сывлăх, телей сунатпăр.

И.АНАТКАС.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика