Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенси ỹснĕ

06 августа 2014 г.

 РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - ĕçлекен пенсионерсен пенсине август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕрен шутласа панă: корректировка тунă хыççăн 93 пин çыннăн ĕç пенсийĕ вăтамран 115 тенкĕ хăпарнă. Ватлăхри ĕç, инвалидлăх, тăрантарса пурăнакана çухатнипе паракан пенсисене ăна палăртнă е çĕнĕрен шутланă хыççăнхи тапхăрта Пенси фондне вĕсемшĕн тỹленĕ страховани взносĕсене тĕпе хурса çуллен хăй тĕллĕн пысăклатаççĕ. Ĕç пенсийĕсен йăлана кĕнĕ индексацийĕпе - ун чухне вĕсен виçине уйрăм процент чухлĕ хăпартаççĕ - танлаштарсан август уйăхĕнчи ỹсĕм кашни çыннăн хăйне май, вăл шалу виçипе тата ĕçлекен пенсионер ỹсĕмĕпе тỹрремĕнех çыхăннă. Пенсин август уйăхĕнчи корректировки валли заявлени çырмалла мар. Çавăнпа пĕрлех ĕçлекен граждансем çак уйăхăн 1-мĕшĕнчи çĕнĕ шутлава хирĕçлени пирки çырса пĕлтерме пултараççĕ - кун пек чухне вĕсен пенсине памалла тунă е малтан шутланă хыççăн 12 уйăх иртсен тепĕр хут палăртаççĕ. Çĕнĕ саккунсемпе килĕшỹллĕн ĕçлекен пенсионерсен пенсине 2015 çултан тепĕр хут шутлаттармалли правине сыхласа хăварнă, ун чухне ỹсĕм пенсин 3 коэффициенчĕпе чикĕленет е 18 пин тенкĕллĕ шалуран палăртнипе танлашать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика