09 августа 2014 г.
![Пĕрремĕш кунтан тытăнсах - халăхăн пурнăç шайне ỹстерессишĕн Пĕрремĕш кунтан тытăнсах - халăхăн пурнăç шайне ỹстерессишĕн](../UserFiles/news/20140811/ignatjeva_Preview.jpg)
Августăн 7-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсемпе пресс-конференци ирттернĕ. Икĕ сехет çурă хушшинче Михаил Васильевич республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕпе çыхăннă 30 ытла ыйту çине хуравланă. Хаçат-журнал çырăнтарассипе çыхăннă ыйту çине хурав панă май, Михаил Игнатьев 2014 çулта массăллă информаци хатĕрĕсене хушма пулăшу пама палăртманни çинчен каланă. Вĕсен хальхи рынок условийĕсенче хăйсем ĕçлесе укçа-тенкĕ тума тăрăшмалла. Çакна палăртмалла: Чăваш Енри Информаци министерствин тытăмĕнче тăракан массăллă иоформаци хатĕрĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ темăсене çутатма çулленех патшалăхран пулăшу илеççĕ. 2013 çулта çак субсиди 80246,0 пин тенкĕпе танлашнă, 2014 çулта 83621,0 пин тенкĕ уйăрĕç. Кунсăр пуçне, министерство кашни çулах массăллă информаци хатĕрĕсем валли социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсне ирттерет. 2014 çулхи иккĕмĕш çур çулти çырăнтару кампанийĕ кăтартса панă тăрăх, Информаци министерствин тытăмĕнчи республика тата район (хула) хаçачĕсен пĕтĕмĕшле тиражĕ 139,5 пин экземплярпа танлашнă. 2013 çулхи иккĕмĕш çур çулпа танлаштарсан, тиражсем 0,1 процент чакнă. Массăллă информаци хатĕрĕсем альтернативлă çырăнтару йĕркелени хаçатсен тиражне сыхласа хăварма пулăшĕ. Çав вăхăтрах почта урлă çырăнасси пĕлтĕрхи шайран 7,6 процент чакнă. Михаил Игнатьев журналистсене хумхантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем панă, массăллă информаци хатĕрĕсем республикăн социаллă пурнăçĕпе экномикине аталантарнă çĕрте пысăк пулăшу парасса çирĕп шаннине палăртнă.