Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕкленчĕ илемлĕ çурт

09 августа 2014 г.

Виçĕ хутлă, 12 хваттерлĕ çĕнĕ çурт Шăмăршăри Ленин урамне илем кỹрсе тăрать. Унти ĕçсене "Строитель" ООО (генеральнăй директорĕ Н.Быков) ĕçченĕсем вĕçлесе пыраççĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра Карапай Шăмăршăри В.Сергеев ертсе пыракан бригада - ун йышĕнче П.Сидоров, Ю.Захаров, А.Ефимов, А.Степанов вăй хураççĕ - çурта тĕттĕм хĕрлĕ профнастилпа витеççĕ. Вĕсен ĕçĕнче пахалăх тĕп вырăн йышăнать. Шалти ĕçсем те ăнăçлă пыраççĕ. М.Мышован бригади стенасене тỹрĕ те тикĕс штукатурка тунине палăртмалла. Халĕ штукатурсем алăксемпе чỹречесен хашакĕсене тикĕслесе илемлетеççĕ. Карапай Шăмăршăри В.Степановпа В.Петьков платниксем вырнаçтарса тухнă алăксем çине пăхма та кăмăллă. Е.Кузнецов бригади çурт картлашкисен площадкисене керамгранит плиткисемпе хитрелетет. В.Быков санузел оборудованине вырнаçтарас тĕлĕшпе ĕçлет. Силикат кирпĕчрен купаланă çак çурта кăçал сентябрьте хута яма палăртнă. 12 хваттертен 5-шне хăр-тăлăх ỹснĕ çамрăксем валли уйăраççĕ. "Ялăн социаллă аталанăвĕ" федераллă программăпа килĕшỹллĕн, кунсăр пуçне район çыннисене 4 хваттер пама палăртнă. Объектри ĕç-хĕле Н.Шумилов прораб йĕркелесе тăрать. Ĕç пахалăхĕ тивĕçлĕ шайра пултăр тесе çине тăрса ĕçлет Николай Филиппович. Юнашарах, "Авариллĕ çурт" Федераллă программăпа килĕшỹллĕн, строительсем 3 хутлă, 24 хваттерлĕ çурт тума пуçланă. Паянхи кун тĕлне объектăн пĕрремĕш хутне купаласа пĕтернĕ ĕнтĕ. Шăмăршăри К.Иванов ертсе пыракан каменщиксен бригадине - кунта Н.Давыдов, В.Иванов, Александрпа Владимир Александровсем тата А.Архипов каменщиксем ĕçлеççĕ - лайăхпа кăна палăртмалла. Каменщиксене А.Михайлов, А.Кошкин, Н.Быков, Р.Емельянов, К.Миронов, А.Сафронов пулăшаççĕ. Строительство материалĕсене А.Никоноров çамрăк автокрановщик çĕклесе парса тăрать. А.Ельцов экскаваторщик, Д.Антиповпа А.Биктиряков электросварщиксем валли те объектра ĕç çителĕклĕ. Объектри ĕç-хĕле Н.Шумилов прорабпа М.Азизов çамрăк мастер йĕркелесе пыраççĕ. Асăннă объектсенче вăй хуракан строительсене професси уявĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн тухакан сăмахсемпе ăшшăн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, çăмăл мар ĕçре ăнăçу тата чăтăмлăх сунатпăр.

И.МЕДВЕДЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика