09 августа 2014 г.
2014 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин "Раççей Федерацийĕнчи Обществăлла палата членĕсене çирĕплетесси çинчен" Указа алă пуснă. Обществăлла палата йышне, граждăнла пĕрлешỹсен тата тĕн организацийĕсен представителĕсемпе пĕрле, Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра çуралса ỹснĕ, Чăваш Республикин, Мускавăн тата Тĕп регионăн муфтийне Альбир Крганова та кĕртнĕ. 2014 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче муфтий Чăваш Республикин Культура министерствин представителĕсемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсемпе Раççейри, Чăваш Енри наци тата тĕн хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсем тăрăх калаçнă, хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ. Раççей Федерацийĕнчи обществăлла палата членĕ пулнă май, муфтий çак ĕç-хĕл пирки каласа панă, çывăх вăхăтра тума палăртнă ĕç планĕпе паллаштарнă. Альбир Крганов: "Çĕр-шывра нацисем, регионсем хушшинчи пĕрлĕхе аталантарас тата çирĕплетес тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕç пырать. Пирĕн Раççейре çак хутшăнусем питĕ лайăх аталанаççĕ. Ку енĕпе пирĕн патшалăх пысăк опыт пухнă. Пирĕн ăрусене пуçарса яракансем тĕрлĕ тĕн суйласа илнĕ, тĕпрен илсен, эпир пурте - Раççей халăхĕ. Эпир пурте çакна ăнланни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Нацисен хутшăнăвĕсен Канашĕн ларăвĕсенче нацисем тата регионсем хушшинчи темăсем час-часах янăраççĕ. Çак ыйтусемпе пирĕн патшалăх, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин тĕллевлĕн тата пĕр тикĕс ĕçлесе пыраççĕ. Пирĕн комисси пĕрлĕхлĕ граждăнла наци туса хурас ĕçе активлă хутшăнать. Эпир Раççей пĕрлĕхĕнче нумай енлĕхе упратпăр". 2014 çулхи июлĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов Альбир Крганов муфтийпе тĕл пулса калаçнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче вĕсем Чăваш Енри конфессилле лару-тăрăва сỹтсе явнă. Çавăн пекех Мăсăльмансен регионти тĕн управленине туса хунăранпа 20 çул çитнине (2014 çулхи октябрьте) халалланă мероприятисен ыйтăвĕсене те пăхса тухнă.