Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлташĕсем Димăна ăнăçу сунаççĕ

09 августа 2014 г.

Чăваш Енри 17 çулти Дмитрий Ефимов триатлониста тата унăн тренерне, спортăн çак тĕсĕпе Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин тĕп тренерне Владислав Дмитриева Раççейри Олимп командин йышне кĕртнĕ. Дмитрий Çамрăксен çуллахи II Олимп вăййисене хутшăнĕ. Çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командинче пурĕ - 84 спортсмен тата яваплă 39 çын (тренерсем, тухтăрсем, массажистсем, оперативлă штаб членĕсем). Шăмăршă каччи Дмитрий Ефимовсăр пуçне командăра Ярослав облаçĕнчен Елизавета Жижина та пур. Аса илтеретпĕр: Çамрăксен çуллахи Олимп вăййисем августăн 16-28-мĕшĕсенче Китайри Нанкин хулинче иртеççĕ. Унта 204 çĕр-шывран 3808 çамрăк спортсмен хутшăнмалла. Ăмăртусем 222 дисциплинăпа, спортăн 33 тĕсĕпе пулĕç. Дмитрий халĕ Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче пĕлỹ илет, унччен маларах вăл хăйĕн ăсталăхне Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче туптанă. 

Р.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика