Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терроризм - хăрушă

09 августа 2014 г.

Терроризмшăн нимĕнле чикĕ те çук. Вăл тĕне те, нацисене те, çĕр-шывсене те шеллемест. Унăн тĕллевĕ - çынсене, обществăна хăратса пусмăрласси. Çавăнпа террора хирĕç тăма, тĕрлĕ майсемпе сыхланма пĕлмелле. Енчен те эсир террор çинчен информаци илтĕр пулсан, сирĕн мĕн тумалла? Паллах, чи малтанах вут-çулăм кăларма пултаракан хатĕрсене чарса хумалла, газ пăрăхĕсене хупмалла, çунакан кăмакасене, каминсене сỹнтермелле. Хунар, медикаментсем, апат-çимĕç, ĕçмелли шыв хатĕрлемелле, чỹречесене карăсемпе хупмалла. Эвакуаци çинчен хыпар илтсен лăпкăлăха çухатмасăр кирлĕ документсене, укçа-тенке, хаклă япаласене илсе урама тухмалла. Ушкăна пуçтарăнма, сирпĕнекен япаласен çывăхĕнче тăма юраманнине асра тытăр, çăлакан службăсен машинисене иртме пулăшса çула ирĕклетĕр, террористсен çулне пỹлме май паракан кирек мĕнле информацие те полици сотрудникĕсене пĕлтерме тăрăшăр. Инкекрен сыхланни ытти чухне те кирлĕ. Умра е çуртра хуçасăр сумка е тĕркев, пăралуклă е шнурлă япаласене асăрхасан, полици уйрăмне, учреждени е организаци ертỹçине пĕлтермелле. Асăрханă япалана алăпа тытма, вырăнтан вырăна куçарма, пăрахма, çĕре чавса чикме, пăралуксене татма юрамасть. Çакăн пирки иртен-çỹрене те пĕлтермелле. Уйрăмах кĕсье телефонĕпе, радиоçыхăну хатĕрĕсемпе усă курмалла мар. 

А.ЕЛИСЕЕВ,район администрацийĕнчи социаллă программăсен секторĕн ертỹçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика