Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Свидетель - саккун хỹтлĕхĕнче

09 августа 2014 г.

 Преступлени тунă çынна судра тивĕçлĕ айăплав парассинче свидетель кăтартăвĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах та тỹнтерле ĕç тунисенчен хăшĕ-пĕри суд сакки çине ларассинчен пăрăнма, свидетеле хăратма пăхать. Кун пек чухне полици уйрăмĕ, 2004 çулхи 119-мĕш номерлĕ федераллă саккунпа килĕшỹллĕн ("О государственной защите потерпевших свидетелей и иных участников уголовного судопроизводства") çакнашкал лару-тăрăва лекнĕ свидетеле хăйĕн хỹтлĕхне илет. Полици сотрудникĕсем свидетеле кунĕн-çĕрĕн хỹтлĕхре тытаççĕ, пĕрлех унăн кил-çуртне те. Енчен те преступлени тунă çын свидетеле хăратать пулсан, кун пирки полици уйрăмĕн дежурнăй чаçне 2-33-73 номерпе шăнкăравлама ыйтатпăр. Сотовăй телефонпа 020 номерпе пĕлтерме пулать. Преступлени тунине курнă, тỹнтерле ĕç пулса иртнине следователь патĕнче тата суд ларăвĕнче çирĕплетме пултаракан свидетеле хăш-пĕр преступник хăйĕн чи хăрушă тăшманĕ вырăнне хурса йышăнать, ăна "курман-илтмен" тесе калама хушать. Итлемесен, свидетеле хăратма пуçлать, çак хура ĕçе хăйĕн юлташĕсене те явăçтарма пултарать. Анчах свидетелĕн хăрама кирлĕ мар, вăл - саккун хỹтлĕхĕнче. Свидетеле хăратнăшăн вара РФ УКĕн 294,295,302,309 статйисенчен пĕринпе (мĕнле майпа хăратнине шута илсе) айăплаççĕ. Срокĕ те пĕчĕкех мар - 2 çултан пуçласа 12 çул таранах. Судра вара малтан тунă преступлени срокĕ çумне свидетеле хăратнăшăн паракан статья та хутшăнать. 

Р.ИДРИСОВ, полицин районти уйрăмĕн начальникĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика