13 августа 2014 г.

Августăн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕ-сем валли пресс-конференци ирттерни çинчен пирĕн хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Паянхи номерте журналистсен хăш-пĕр ыйтăвĕсене панă хуравсене пичетлетпĕр.
- Михаил Васильевич, кăçал тырă тухăçĕ пĕчĕкрех. Кирлĕ чухлĕ тырă пуçтарса кĕртсе кĕлетсене тултарма пултарайăпăр-ши? А.АЛЕКСЕЕВА,ГТРК "Чувашия" корреспонденчĕ.
- Ял хуçалăх тытăмĕнче тăрăшакансем вырма ĕçĕсене вăхăтра вĕçлеме, тыр-пула йĕркеллĕ пуçтарса кĕртме ĕмĕтленеççĕ. Чăн та, кăçал Елчĕк, Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕсенче çумăр сахал çунă, нỹрĕк çителĕклĕ пулманран тухăç та пĕчĕкрех. Пĕтĕмĕшле илсен вара республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕлтĕрхинчен ытларах пухса кĕртĕпĕр. Çĕр улми те маларахринчен кая мар пулмалла, мĕншĕн тесен 2013 çулта "иккĕмĕш çăкăра" пуçтармалли вăхăтра çумăр кансĕрлерĕ, унăн 1Ỹ3 пайĕ уй-хиртех юлчĕ. Выльăх апачĕ те саппаслăх хатĕрлетпĕр. Кăçал куккурус ытларах акнă, силос нумайрах пулĕ. Паянхи кун ял хуçалăх продукцине лайăх хакпа сутма пулать, сĕтсĕр пуçне. Тăрăшса ĕçлесен тупăш илмелли майсем пур.
- 2015 çул Литература çулталăкĕ пулĕ, çавна май республикăра хатĕрленỹ ĕçĕсем пуçланнă-и? И.КЛЕМЕНТЬЕВА,"Хыпар" хаçат корреспонденчĕ.
- 2014 çул - Культура, 2015 çул вара Литература çулталăкĕ пулĕ. Çак икĕ ăнлав пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă, вĕсене уйăрма май çук. Культурăн та, литературăн та пĕр тĕллев - çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парасси. Пирĕн пурин те хамăрăн Тăван çĕр-шыва, чĕлхене, культурăна,йăла-йĕркене юратмалла. Республикăра Литература çулталăкне хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ,çитес вăхăтрах йышăнусем пулĕç. Ку ĕçе маттур та пултаруллă, пуçаруллă çынсене те явăçтарăпăр. Эпĕ çак кунсенче 2015 çулта Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пуласси çинчен калакан Указа алă пусрăм.
- Сире Мускава ĕçлеме куçарас текен сас-хура çỹрет.Çакă чăнлăхпа килĕшсе тăрать тĕк - хăçан каятăр? А.АЛЕКСЕЕВА, ГТРК "ЧУВАШИЯ" корреспонденчĕ.
- Çук, ниçта та каймастăп. Манăн Чăваш Ен Пуçлăхĕнче 2015 çулхи август уйăхĕчченех ĕçлемелле. Полномочисен срокĕ вĕçленичченех хамăн тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлăп. Эпĕ должноçа йышăннă кунранах тĕллев лартрăм: Чăваш Республикинчи халăхăн пурнăç пахалăхĕн шайне лайăхлатмалла. Çынсем хăйсене туллин кăтартма пултарччĕр, пурăнмашкăн хăтлă условисем пулччĕр, кашниех малашлăха шанчăклăн пăхтăр. Вĕсем хăйсен сывлăхне çирĕплетме, пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе усă курма, ачисем лайăх пĕлỹ илме пултăрччĕр тесе ĕçлетпĕр. Çак тапхăрта нумай ĕçе пурнăçа кĕртрĕмĕр, хăшне- пĕрне вĕçне çитереймерĕмĕр. Çавăнпа пирĕн ĕçе кĕртмелли тата нумай-ха.
- Паянхи кун пирĕн республикăна Украинăран миçе çын тарса килнĕ? Чăваш Енĕн квотăпа килĕшỹллĕн тата миçе çынна йышăнмалла? Вĕсене пулăшмашкăн мĕн чухлĕ укçа уйăрнă? Çак укçана мĕнле тĕллевсемпе тăкаклĕç? В.ИВАНОВ, "Советская Чувашия" хаçат корреспонденчĕ.
- Чăваш Ене августăн 7-мĕшĕ тĕлне Украинăн 601 гражданинĕ килсе çитнĕ. Унсăр пуçне палăртнă квотăпа килĕшỹллĕн пирĕн тата çак кунсенче МЧС борчĕпе 120, тепĕр эрнере тата 103 çын илсе килĕç. Квотăпа пирĕн пĕтĕмпе 390 çынна йышăнмалла. Унсăр пуçне хăйсем пурăнакан вырăна пăрахса хăварнисем кунти тăванĕ-сем патĕнче вырăн тупаççĕ. Республика тарса килекенсем валли вăхăтлăх пунктсем йĕркелемешкĕн трансферт илме тивĕçнĕ 40 регион йышне кĕчĕ, çавна май Чăваш Ене 564 пин тенкĕ уйăрса парĕç: Федераци бюджетĕнчен пĕр çын пуçне талăкра 800 тенкĕ куçарма йышăннă. Август уйăхĕ вĕçленсен хамăр патра Украинăн миçе гражданинĕ хỹтлĕх тупнине шута илсе каллех документ тăратăпăр, ун чухне тепĕр транша палăртĕç. Чăваш Енри çемьесем хăйсем патĕнче пачах пĕлмен-курман çынсене пурăнтарма килĕшни савăнтарать. Тарса килекенсене ĕçе вырнаçтарма тăрăшăпăр. Ачасем пурте шкула çỹрĕç.
- Михаил Васильевич, Эсир яланах ялсене тухса çỹретĕр. Эпир те çавнашкал тухса çỹретпĕр. Хăш-пĕр ялтан тухсан çавăн пек тỹнтерлĕх куçа ыраттарать. Ялсемпе поселоксем тасалчĕç. Çав вăхăтрах Совет тапхăрĕнчен юлнă "палăксем" - комплекссем 20 çул иртнĕ пулсан та юхăнса лараççĕ. Таса ялтан тухатăн та çавсене курсан кăмăл хуçăлать. Хăçанччен тăсăлĕ ку йĕркесĕрлĕх? Ман шутпа, кунта çав çĕр çинчи хуçан производство йĕркелемелле, е йĕркелеймест пулсан ишĕлекен çурт-хуралта халăха парса салатмалла. Г.МАКСИМОВ, "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ.
- Эсир питĕ тĕрĕс ыйту хускатрăр. Ишĕлнĕ фермăсем, чăнах та, пур. Унта выльăх-чĕрлĕх те усрамаççĕ, ĕçлекен те çук. Вĕсемпе усă курма май çук пулсан сỹтмелле. Енчен те инженери инфраструктури пур пулсан тата трасса хĕрринче вырнаçнă пулсан, кемпингсем йĕркелеме май пур. Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул тултарнă тĕле республикăра ишĕлсе выртакан пĕр объект та пулмĕ.