13 августа 2014 г.
Район администрацийĕ суту-илỹ точкисенчи апат-çимĕç хакĕсем енĕпе черетлĕ мониторинг ирттернĕ. Вăл çакна кăтартса панă: хăш-пĕр продуктсен хакĕсем чакнă. Сăмахран, халĕ çĕр улмин пĕр килограмĕ 18,33 тенкĕ, сухан 23,5 тенкĕ, кишĕр 22,5 тенкĕ тăраççĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр хаксем ỹснĕ: шăнтнă пулă - 119,7 процент таран (халĕ пĕр килограмĕ 69,58 тенкĕ), сысна ашĕ - 15 процент (245 тенкĕ), услам çу - 17,1 процент (251,78 тенкĕ). Çавăн пекех, сĕт, чăх çăмарти, сахăр песукĕ, рис, хура тул кĕрпи, вермишель те малтанхинчен хаклăрах. Ытти апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсем малтанхи шайрах.