13 августа 2014 г.
РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН Президенчĕ В.Путин Раççее хирĕç санкцисем йышăннă çĕр-шывсенчен ял хуçалăх продукцийĕ, апат-çимĕç тата ытти хăш-пĕр тавар кỹрсе килессине çулталăклăха чарса лартасси пирки "Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе экономикăн уйрăм ятарлă мерисем çинчен" указ йышăнни пĕрре те ахаль мар. Унпа килĕшỹллĕн Раççей Федерацийĕн Правительстви Европа Союзĕнчен, СШАран, Австралирен, Канадăран тата Норвегирен ĕне, сысна, кайăк-кĕшĕк ашĕ, пахча çимĕç продукцийĕ, пулă, сырсем, сĕтпе унран хатĕрленĕ продуктсене кỹрсе килессине чакарас тĕллевпе йышăну кăларчĕ. Федераци Канашĕн членĕ, "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕн çумĕ Г.Николаева каланă тăрăх çакна Раççейре пурăнакансем те, уйрăмах ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансем те ырлаççĕ. Президент Указĕпе Патшалăх Йышăнăвне пурнăçа кĕртме Раççей субъекчĕсен ĕç тăвакан влаçĕсене тавар рынокĕн мониторингне йĕркелеме, хаксене тĕрĕслесе тăма хушнă. Малашне Раççейре пурăнакансене хамăрăн апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтересси лайăхланмалла. "Пирĕн пата, сенаторсем патне, хамăрăн халăха хăйсен хуçалăхĕсенче туса илнĕ пахча-çимĕçпе, улма-çырлапа, ашпа, сĕтпе, ытти продукципе тивĕçтерме майсем туса парас ыйтусемпе фермерсем пĕрре кăна мар килнĕ, - тенĕ Г.Николаева. - Вĕсене хăйсен продукцине вырнаçтарма, анлă суту-илỹ тытăмне кĕме çăмăл пулман. Халĕ вара кашни регионтах ял хуçалăхне аталантармалли, ял хуçалăх продукцине туса илессине ỹстермелли майсем лайăхланаççĕ". Çавах та кунта çакна шута илни, тĕпе хуни те кирлĕ: апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене сăлтавсăрах ỹстермелле мар. Хаксен политикине общество енчен контроллесе тăмалла.
Г.Николаеван шухăшĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев та килĕшет: - Ман шутпа асăннă йышăну ял хуçалăх, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илекенсене мĕн ỹстерни-çитĕнтернине, пахалăхлă апат-çимĕçе йỹнĕ хакпа ытларах вырнаçтарма, сутлăха ăсанакан продукцин калăпăшне ỹстерме май парĕ. Çакă пуриншĕн те усăллă. Эпир хамăра хамăр тĕрлĕ продукципе туллин тивĕçтерме пултаратпăр. Пахалăх та ỹсĕ, сывлăхшăн та пăшăрханмалла пулмĕ. Хамăр продукци экологи тĕлĕшĕнчен таса, чикĕ тулашĕнчен илсе килнисем вара тепĕр чух иккĕленỹллĕ. Хамăр районтах, акă аш-какай, сĕт çук-и вара? Мĕншĕн "Буш урисем" çине шанмалла - ялсенче чăх-чĕп, хур-кăвакал усракансем ахаль те йышлă. Садсенче улмуççисем çимĕçсене аран йăтса лараççĕ. Тĕрлĕ çырла та сахал мар. Халăх пахча-çимĕçсĕр те тăмасть.
Асăннă йышăну - ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн пысăк тĕрев, пулăшу. Мĕншĕн тесен пирĕн вылăьх-чĕрлĕх пăхакансемпе тыр-пул çитĕнтерекенсем çĕр-шыв тулашĕнчи ĕçтешĕсенчен конкурентлă мар условисенче тăрăшни вăрттăнлăх мар. Ял хуçалăх ĕçченĕсен тухса тăнă лару-тăрăва тĕплĕ тишкерсе производствăна аталантармалли тата продукци туса кăлармалли программа хатĕрлесе йышăнмалла, ăна вăраха ямасăр пурнăçлама тытăнмалла. Патшалăх шайĕнчи йышăнăвăн, ман шутпа, усси пулмаллах. Малашне ялсенчи хушма хуçалăхсенче, тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк йышне ỹстерессе, пахча-çимĕç ытларах çитĕнтерессе шанас килет. Хамăрăн продукци лайăхрах та, тутлăрах та.