Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннине йывăрлăх хăратмасть

13 августа 2014 г.

Раççее хирĕçле санкцисем йышăннă патшалăхсенчен ял хуçалăх продукцийĕсем, апат-çимĕç тата ытти хăш-пĕр тавар кỹрсе килессине çулталăклăха чарса лартасси пирки йышăннине район çыннисем мĕнле хак параççĕ-ха?

 Валерий СИМУРЗИН, фермер, Çĕнĕ Чукал ялĕ: - Питĕ тĕрĕс йышăну тесе каласшăн эпĕ. Хамăр патăрта ытлă-çитлĕ туса илме май пур ял хуçалăх продукцийĕсене мĕншĕн ют çĕр-шывсенчен туянмалла-ха? Çак йышăну - ял ĕçченĕсемшĕн пысăк тĕрев, пулăшу. Малашне çĕр улмипе пахча-çимĕçе, улма-çырлана, сĕте тупăшлă вырнаçтарас ĕçре чăрмавсем пулмĕç тесе шутлатăп. Экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцие, лайăх реклама пулсан, хула çыннисем хапăл тусах туянĕç.

 Аркадий КУЗЬМИН, Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: - Хамăрăнне ниçта хума пĕлместпĕр те, мĕншĕн Польшăран е Украинăран çĕр улми, купăста, пан улми туянмалла-ха? Пирĕн халăх - ĕçчен, аш-какайпа сĕт-çăва та кирлĕ чухлĕ туса илме пултарать. Выльăх-чĕрлĕх усрама пулăшмалла кăна. Ял хуçалăх продукчĕсем вырнаçтарма унчченхи пек хатĕрлев кантурĕ кирлĕ, ялсенче те хатĕрлевçĕсем ĕçлеччĕр. Вара çитес çул ялта пушă выртакан пахчасем те пулмĕç. Çĕр улмипе пахча-çимĕç çитĕнтерни тупăш кỹрсен çынсем Мускава ĕçлеме кайса та нушаланмĕç. 

Александр САТЕЕВ, фермер, Пăчăрлă Пашьел ялĕ: - Раççей Президенчĕн "Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе экономикăн уйрăм ятарлă мерисене йышăнасси çинчен" указне эпĕ ырлатăп. Юлашки çулсенче çĕр-шыври лавккасем ютран кỹрсе килнĕ апат-çимĕçпе тулчĕç, хамăр туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсене вара вырнаçтарма питĕ йывăр. Хамăр халăха тĕрлĕ апат-çимĕçпе тивĕçтерессинче нимĕнле чăрмав та пулмалла мар. Мĕн туса илнине тăкаксăр пуçтарса кĕртмелле, тупăшлă вырнаçтарма тăрăшмалла. Халĕ пĕтĕмпех хамăртан килет. Ял çыннисене эпĕ выльăх-чĕрлĕх ытларах усрама сĕнесшĕн. Çĕр-шыв правительстви пире шанать, çак шанăçа ĕçпе тỹрре кăлармалла.

И.АНАТКАС калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика