13 августа 2014 г.
Ĕçкĕпе иртĕхесси çамрăкланса пыни - вăрттăнлăх мар. Масар çине кайса пăхăр-ха: юлашки 5-6 çул хушшинче вăхăтсăр вилнисем пурте тенĕ пекех çамрăксем мар-и-ха? Ялти хăш-пĕр урамра арçын та юлмарĕ вĕт! Шăмăршăра иртен-çỹренрен 20 е 25 тенкĕ ыйтса-кĕлмĕçленсе тăракансем те - пенси çулне çитмен çынсем. Çак укçа вĕсене мĕн валли кирлине пурте лайăх ăнланатпăр. Анчах та шеллесе укçа паратпăр. Фанфурик туянать те лешĕ, каллех ỹсĕр. Çапла кашни кун. Йывăр чирлесе çамрăклах виличченех тăсăлать ĕçкĕ. XXI ĕмĕрте эрех ĕçесси пирĕн халăхăн ĕлĕкренпе пыракан йăли тесе шухăшлани - ăссăрлăх. Ĕлĕк ĕçмен халăх, кун пирки ваттисенчен ыйтма пултаратăр. Ĕçкĕпе иртĕхесси юлашки 15-20 çул хушшинче анлăн сарăлчĕ. Пурнăç пăсрĕ-ши çынсене, ĕçкĕ тарăн тымар ячĕ. Ĕçекен çын йĕркеллĕ ĕçлеме те, карьера тума та пултараймасть. Унăн сывлăхĕ те хавшак. Авлансан та йĕркеллĕ çемье çавăраймасть, ачи-пăчине тивĕçлĕ воспитани параймасть. Ĕçме пăрахма пулать. Хăвна-ху çирĕп тытни, эрех-сăра сана нихăçан та ырă туманнине, майĕпен-майĕпен вилĕм патне çавăтса пынине ăнланас тесе тăрăшни çеç кирлĕ. Ĕçме пăрахнă çын телейлĕ çын. Çакна нумай-нумай тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Ачасене çемьешĕн тăрăшакан атте кирлĕ, вĕсем унран ырă тĕслĕх илсе çитĕнччĕр.
Е.ДОЛГОВА,Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ.