Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура ĕçченĕсем канашланă

13 августа 2014 г.

 Çак кунсенче районти культура аталанăвĕн Центрĕнче культура ĕçченĕсем канашлăвĕ иртнĕ. Малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă аталану пайĕн ертỹçи В.Петьков Чăваш Республикин Культура министерствин иртнĕ эрнере пулса иртнĕ коллегийĕн йышăнă- вĕсемпе паллаштарнă. Коллегире тĕп калаçу ĕç сыхлавĕпе техника хăрушсăрлăхĕ тавра пынă. Владимир Александрович культура ĕçченĕсене техника хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнма чĕнсе каланă. Районти организаципе методика центрĕн ертỹçи А.Петрова культура ĕçченĕсене кăçалхи пĕрремĕш çур çулти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллаштарнă. "Культура çулталăкĕнче мероприятисен шучĕшĕн мар, пахалăхĕшĕн тăрăшмалла", - тенĕ А.Петрова. Культура аталанăвĕн центрĕн директорĕ В.Львова культура ĕçченĕсене эффективлă контракт меслечĕпе тỹлемелли йĕркепе паллаштарнă. Çĕнĕ йĕркепе ĕçлесси çине çывăх вăхăт-рах куçма палăртнă. 

Е.ФЕДОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика