Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕхе юратма вĕрентеççĕ

13 августа 2014 г.

 Шăмăршă вăтам шкулĕн йĕри-таврашĕ пурне те хăйĕн илемĕпе илĕртет. Тĕрлĕ чечексен ырă шăрши, илемлĕ клумбăсем шкул территорине кĕрсенех кăмăла çĕклеççĕ. Эпир çак вĕренỹ учрежденине пынă кун клумбăсем таврашĕнче, графикпа килĕшỹллĕн, 7 "А" класс ачисем вăй хуратчĕç. Вĕсем, Е.Убасева учительница ертсе пынипе, клумбăсене çум курăкран тасатчĕç, шăваратчĕç. - Ачасенчен кашниех сăнав участокĕнче 10-шар кун ĕçлет, - каласа пачĕ Елена Викторовна. - Иван Абсалямов, Булат Ефремов, Андрей Елкин, Софья Измукова, Влада Родионова, Оксана Русакова, Александр Краснов, Роман Парфенов, Александр Полковников, Артем Тимофеев, Алексей Черновпа Антон Чураев чечексем илемлĕн ешерччĕр, шкул йĕри-таврашĕ тирпейлĕ курăнтăр тесе куллен тỹрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ. Пĕрлех пахча-çимĕç тухăçĕшĕн тăрăшасси те манăçа юлмасть. Ачасем чупа-чупа ĕçлени, учительсем вĕсене илемлĕхе туйма, ĕçе юратма вĕрентни пире чунтанах савăнтарчĕ. Шкул çуртне кĕрсе классене те пăхса çаврăнтăмăр. Кабинетсене сăрласа йăлтăркка тĕс кĕртнĕ. Педагогсемпе пĕрлех пархатарлă ĕçе ачасен ашшĕ-амăшĕ те хутшăннă иккен. Çакна, паллах, мухтамалла кăна. Учительсемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленни шкулти вĕрентỹпе воспитани ĕçне ырă витĕм кỹрет. 

И.АНАНЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика