13 августа 2014 г.
Чĕр чунсен организмĕнче, вĕсенчен хатĕрленĕ продукцире тата выльăх апатĕнче усă курма юраман, сиенлĕ япаласен юлашкийĕсем пуррине палăртас тĕллевпе Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем çулсерен мониторинг ирттереççĕ. Кунта çимелли продукцирен анализ илсе тĕпчевсемпе сăнавсем йĕркелени пирки сăмах пырать. Хамăр çĕр-шывра кăларни те, чикĕ леш енчен килекенни те тĕрĕслев витĕр тухать. Аш-какай, пулă, сĕт-турăх, çăмарта, апат хутăшĕсен пробисене лабораторире ятарласа тĕпчеттереççĕ. Чикĕри ветеринари тĕрĕслевĕн пайĕн пуçлăхĕ Надежда Емельянова каласа панă тăрăх - федераци шайĕнче йĕркеленĕ мониторинг валли кăçал Чăваш Республикинче ĕне-вăкăр, сысна, кайăк-кĕшĕк какайĕнчен, çăмартаран, сĕт таврашĕнчен, пулăран пĕтĕмпе 420 проба илмелле. Пĕрремĕш çур çулта 236 проба илнĕ. Çав шутран 21-ĕшĕнче сиенлĕ япаласем пулнă. Сăмахран, чĕрĕ сĕтрен 45 проба илнĕ, 5-ĕшĕнче соматика клеткисем виçерен пысăкки палăрнă, пĕринче тетрациклин ушкăнĕнчи антибиотиксем пулнă. Соматика клеткисен калăпăшĕ ĕнен сывлăхĕпе çыхăннă. Тĕрĕссипе, асăннă япаласем сывă выльăхăн та пур. Пăруланă хыççăн пĕрремĕш кунсенче те çак клетка чылай. Чир-чĕр пуçлансан вĕсен шучĕ палăрмаллах ỹсет. Сĕтре çак клеткăсен йышĕ виçерен пысăкки вара мастит аталанма пуçланине систерме пултарать. Кунашкал сĕте ĕçсен аллерги вăй илес, наркăмăшланас хăрушлăх ỹсет. Ку чĕр тавартан паха сыр-тăпăрчă пуласси пирки калаçмалла та мар. Тетрациклин ушкăнĕнчи антибиотиксене тупнă тăк - выльăха антибиотиксемпе (хлортетрациклинпа, окситетрациклинпа) сипленĕ. Ĕнен организмĕнчен эмелсем тухса пĕтиччен унăн сĕтне ыттисемпе хутăштармалла мар. Ашран 68 проба илнĕ. 13-шĕнче сиенлĕ микробсем (кишечные палочки, мезофильные аэробные и факультативные анаэробные микроорганизмы) тупса палăртнă. Вĕсем вар-хырăм ĕçне пăсма е наркăмăшлантарма пултараççĕ. Пыршăлăх патакĕсем 60 градус вĕрире 15 минутран вилеççĕ. Чăннипе, вĕсен ытларах тĕсĕ сиенсĕр. Анчах хăшĕ-пĕри (эндотоксинсем) хăрушă токсинсем кăларать. Шăпах çавсем наркăмăшлантарма пултараççĕ те. Кунашкал какай пĕчĕк ачасемшĕн, ватăсемшĕн тата хавшак сывлăхлă çынсемшĕн уйрăмах хăрушă. Ветеринарипе санитари требованийĕсемпе килĕшсе тăман продукци кăларнă предприятисенче тĕрĕслевсем йĕркелĕç. Продукци пахалăхĕ мĕншĕн япăх пулнине уçăмлатас тесе 3 уйăх таранах лаборатори тĕпчевĕсем пулĕç, 10 партирен анализ илĕç. Çынсене лайăх пахалăхлă тата хăрушсăр продукципе тивĕçтересси ял хуçалăх предприятийĕсен пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри пулмалла. Çакăнта асăннă мониторинг пулăшуçă вырăнĕнче тесен те юрать. Продукцие тĕрĕсленĕшĕн укçа илмеççĕ. Сиенлĕ япаласем тупсан кăна кайранхи анализсене хăйсен нухрачĕпе тĕпчеттермелле.
Надежда ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.