Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти уй-хирсенче

16 августа 2014 г.

 Ĕнерхи кун тĕлне районти тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсенче 5280 гектар (2255 гектар кĕр тыррисем, 2550 гектар урпа, ытти - тĕрлĕ культурăсем) тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ. Пурĕ 9572 тонна тырă çапса илнĕ. Гектар тухăçĕ - вăтамран 18,1 центнер. Кĕр тыррисем акма 2950 гектар çĕр хатĕрленĕ. Акана августăн 20-мĕшĕнче тухма палăртнă. Вăрлăх пур çĕрте те çителĕклĕ, акма юрăхлă. 55 тонна аммиак селитри туяннă. Минерал удобренине туянасси малалла пырать. Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас тесен, хуçалăхсен 1994 тонна утă, 4100 тонна силос, 4480 тонна сенаж хатĕрлемелле. Хальлĕхе 2700 тонна утă, 4010 тонна сенаж, 270 тонна улăм хатĕрленĕ. Кукурузăна пуçтарса кĕртме пуçăнман-ха. Фермерсем çитес эрнере ир ĕлкĕрекен çĕр улмине кăларма палăртаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика