Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Августăн 20-мĕшĕнче - Информаци кунĕ

16 августа 2014 г.

 Çитес юн кун - августăн 20-мĕшĕнче - республикăра пĕрлĕхлĕ Информаци кунĕ иртет. Тĕп темăсем çаксем: Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕ тата кăçалхи бюджечĕ пĕрремĕш çур çулта мĕнле пурнăçланни çинчен; Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан организацийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрлени çинчен. Çавăн пекех информаци ушкăнĕсем вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене кĕркуннехи-хĕллехи хутмалли сезона хатĕрленипе тата ытти ĕçсемпе те интересленĕç. Шупашкартан пирĕн района Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ - экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ О.В.Мешков ертсе пыракан информаци ушкăнĕ килет. Информаци ушкăнĕсем пĕчĕк тата аякра вырнаçнă ялсене çитсе халăхпа тĕл пулса калаçĕç. Çавăн пекех граждансене харпăр-хăй ыйтăвĕсемпе йышăнĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика