16 августа 2014 г.
Август уйăхĕн çуррине те çитсе тăтăмăр. Часах ак шкула кайма та вăхăт çитĕ. Шăмăршă пасарĕнче те, ялсенче те ашшĕ-амăшĕ ачисем валли шкул япалисем туянать. Юн кун пасара тухнăччĕ те, паллакансемпе калаçса тăтăм. Упăшкипе арăмĕ иккĕнлетсех шкул хатĕрĕсем шыраççĕ. Виçĕ ача вĕсен, асли - çиччĕмĕшне, вăталăххи - пиллĕкмĕшне, кĕçĕнни - пĕрремĕшне каять иккен. - Вунă пин тенкĕ пĕтрĕ ĕнтĕ, илмелли тата нумай-ха, - пăшăрханса калаçрĕ пĕлĕшĕм. - Шкул япалисем пурте хаклă. Шкул костюмĕшĕн пин те виççĕр тенкĕ ыйтаççĕ, калаçсан-калаçсан виççĕшне виçĕ пин çурăпа пачĕç. Туфлисем - улт çĕр-çич çĕр тенкĕ. Портфель - сакăр çĕр... Тата спорт костюмĕсем туянмалла, кроссовки. Шутласа пăхрăмăр та, пĕр ачана йĕркеллĕ тумлантарса шкула ярас тесен сахалтан та 10 пин тенкĕ кирлĕ. Тетрадьсемпе ручкăсене шута илмесĕр. Юрать-ха, кĕнекесене тỹлевсĕр параççĕ. Хăшне-пĕрне туянма та тивет. Хальхи ачасем аслăраххинчен юлнă тумтире те, атă-пушмака та тăхăнасшăн мар, пĕр çул усă курнă рюкзака та тиркеççĕ. Ялан çĕннине, илемлине ыйтаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн ăçтан укçа çитермелле? Юрать-ха, пенсионерсем пур. Аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ мăнукĕсемшĕн пенси укçине хĕрхенмеççĕ, мĕн ыйтнине туянса пама тăрăшаççĕ. Тен, çакă та иртĕнтерет вĕсене: ачасем укçа хакне, вăл мĕнле йывăрпа, вĕри тарпа пуçтарăннине пĕлмеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ халăхра: "Мускавра ĕçлесе илнĕ укçан пĕр енĕнчен тар шăрши, тепĕр енĕнчен куççуль шăрши кĕрет",- теççĕ. Педагогсен шухăшĕпе, ачасене чаплăран чаплă тумтирпе хаклă атă-пушмак туянса пани, пĕри кивелмесĕрех çĕннипе улăштарни воспитани ĕçĕнче пысăк сиен кỹрет. Вĕсем япалана упрама, тирпейлĕ тытма тăрăшмаççĕ, харампырла пурăнма хăнăхаççĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче кашни ачах шкула чечек çыххипе килесси çирĕп йăлана кĕчĕ. Каллех ашшĕ-амăшĕн чылай укçа тăкаклама тивет. Килти пахчара çу хута çитĕнтернĕ чечексенчен хатĕрленĕ букетпа савăнăçлă линейкăна килесси халĕ "модăран" тухса пырать. Лавккаран, чи хаклине те чи чаплине, туянса пĕр-пĕринчен иртме тăрăшатпăр. Пĕр кунлăх савăнăçшăн икĕ кун ĕçленĕ укçа пĕтет. Çапла мар-и-ха, вулаканăм? Ача шкула кайма тытăнсан укçа саланасси пуçланать кăна-ха. Ăна илмелле, кăна... Асăнса тухма та çук. Унта - çĕр тенкĕ, кунта - ик çĕр... Шутласан, пуç çурăлать. Ачасем шкулта тăрăшса вĕренсен юрĕччĕ. Пин-пин тенкĕ тăкакласа юлхава çитĕнтерсен - ларса йĕрĕн...
И.САЛАНДАЕВ.