Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Бабич Шупашкара килсе çитнĕ

02 февраля 2013 г.

ЯНВАРĔН 30-мĕшĕнче Чăваш Ене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи Полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич килсе çитнĕ.

Шупашкар аэропортĕнче ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Раççей Хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Софронов, ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов, официаллă ытти çынсем кĕтсе илнĕ.

Пĕр куна тăсăлнă визит вăхăтĕнче Михаил Игнатьевпа Çĕрпÿ районĕнчи Туçи ялĕнче инкек тÿснĕ çуртри çынсемпе тĕл пулнă, республикăн 2013-2015 çулсенчи бюджетне шайлаштарас ыйтупа канашлу ирттернĕ. Унта çавăн пекех Чăваш Енре пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантарассине те хускатнă. Полномочиллĕ представитель тĕп хулари элекромеханика колледжĕн вĕренÿ центрне çитсе курнă, республикăри професси тĕлĕшĕнчен вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулнă.

Бюджет тытăмĕн ĕçченĕсен шалăвне ÿстересси, эконом-класс çурт-йĕрне тăвасси, професси вĕрентĕвĕн аталанăвĕ – çак тата ытти ыйтăва сÿтсе явнă полпред хутшăннипе йĕркеленĕ канашлусенче.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика