Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шалăва тапхăрăн ÿстерĕç

02 февраля 2013 г.

ЧĂВАШ ЕН Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев январĕн 28-мĕшĕнче РФ Президенчĕн "Ĕç тÿлевĕн тытăмне çĕнетсе улăштарасси" Указĕпе килĕшÿллĕн социаллă сферăра ĕçлекенсен шалăвне ÿстермелли индикаторсене пурнăçласипе çыхăннă ыйтусемпе канашлу ирттернĕ.

ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх – бюджет çыннисен ĕç укçине тапхăрăн, кварталсен пуçламăшĕнче – 2013 çулхи январь, апрель, июль, октябрь уйăхĕсен 1-мĕшĕсенче – пысăклатни вырăнлăрах. Кăçал çак тĕллевпе 1085,5 млн тенкĕ палăрса хăварнă. Шалăва тапхăрăн ÿстермелли программа тăрăх культурăра тăрăшакансен индикативне пирĕн республикăра 65 процентпа танлаштарнă. Урăхла каласан – çÿлерех асăннă сумма çумне тата 188,7 млн тенкĕ хушăнмалла.

ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова çакна çирĕплетнĕ: медицинăн, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерессин, вĕренĕвĕн, ăслăлăхăн тата культурăн эффективлăхне çĕклес тĕллевпе социаллă тытăмри улшăнусен "çул-йĕр карттине" хатĕрлеççĕ. Бюджет çыннисен шалăвне пысăклатмашкăн каякан хушма тăкаксен пĕр пайне саплаштарма федераци бюджетĕнчен дотаци шучĕпе финанс пулăшăвне тивĕçме субьектсен ĕç тăвакан органĕсемпе Килĕшÿ çирĕплетеççĕ. Пирĕн хутлăхра врачсемпе медицинăн вăтам сыпăкри персоналĕн ĕç укçине индексацилеме май тупнă. Халĕ кĕçĕн персоналăн, социаллă ĕçченсен, социаллă профильлĕ тухтăрсен – психиатрипе, физиатрире тата васкавлă пулăшура тăрăшакансен – шалăвне хăпартмалла.

ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова палăртнă тăрăх – "Вĕренÿ çинчен" саккунпа килĕшÿллĕн 2013 çулта профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕн учрежденийĕсен производство маçтăрĕсен, хушма вĕренÿ паракансен тата аслă шкулсен ăслăлăх сотрудникĕсен шалăвне ÿстермелле.

ЧР Культура тата Спорт министерствисене пăхăнакан вĕренÿ заведенийĕсен ĕçченĕсене те педагогсеннипе пĕрешкел коэффицентпа тата критерипе индексацилесе тÿлĕç.

"Пирĕн социаллă тытăмри ĕçченĕсен мĕн пур категорине шута илмелле. Бюждет çыннисенчен пĕрин ирĕкне те хĕсмелле мар", – тенĕ Михаил Игнатьев канашлăва пĕтĕмлетнĕ май.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика