02 февраля 2013 г.
ИРĔКРЕ çÿрекен йытăсем пирки чан çапатпăр пулсан та усси çук, вĕсем урамсем тăрăх мĕнле чупнă, çаплах лапăстатаççĕ, иртен-çÿрене сехĕрлентереççĕ. Никам та ирĕкре чупакан йыттисене кăкарма васкамасть. Çав-çавах вĕсем: "Пирĕн йытă çынна тапăнмасть, çыртмасть", – тесе ĕнентерме тăрăшаççĕ.
Кăçалхи январьте Шăмăршă ял тăрăхĕнче çынна çыртнă пĕр тĕслĕхе регистрациленĕ те ĕнтĕ. Нивушлĕ çакă никама та шухăшлаттармасть;