Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашне те аталан, чечеклен, тĕп хуламăр!

20 августа 2014 г.

Малашне те аталан, чечеклен, тĕп хуламăр!

Августăн 17-мĕшĕнче, Шупашкар хулин кунĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çемйипе пĕрле "Пултарулăх бульварĕ" арт-проектра пулнă. Çак вырăн Гагарин урамĕнчен пуçласа Хĕрлĕ тỹреме çити тăсăлнă. Интерактив лапамĕсенче 545 артистпа пултарулăх коллективĕ хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă. Ун хыççăн республика Пуçлăхĕ Чăваш Енĕн тĕп хули 545 çул тултарнине халалланă "Шупашкар - санăн çĕнтерĕвỹсен хули!" савăнăçлă уява хутшăннă. Çавăн пекех унта авиаци генерал-лейтенанчĕ, Раççей Геройĕ, Шупашкар хулин тата Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов мăшăрĕпе, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ, Шупашкар - Чăваш Епархийĕн управляющийĕ Варнава Владыка, ĕç тăвакан влаç органĕсен ертỹçисем, Шупашкар хулин ертỹлĕхĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн тата Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсем, политика партийĕсемпе общество организацийĕсен представителĕсем, "Стрижи" вĕçев ушкăнĕнчи летчиксем, официаллă çынсем пулнă. Михаил Игнатьев хула çыннисемпе хăнасене Хула кунĕпе саламланă, хăйсен хулине юратакан, ăна пĕрлехи вăйпа пушшех те илемлетекен Шупашкарсене тав тунă. "Чăваш Ен тĕп хулипе сывлăшран та, космосран та киленме май пур, мĕншĕн тесен Шупашкар - питĕ илемлĕ хула", - тенĕ авиаци генерал-лейтенанчĕ Николай Гаврилов. Шупашкар хулине йĕркеленĕренпе 545 çул çитнине халалланă мероприятисем Лариса Долина концерчĕпе тата уяв фейерверкĕпе вĕçленнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Намиби Республикин Окаванго провинцийĕн тата унăн тĕп хулин Рунду делегацийĕпе тĕл пулу ирттернĕ. Хăнасем Шупашкар 545 çул тултарнин мероприятийĕсене хутшăнма килнĕ. Республика Пуçлăхĕ хăнасене Чăваш Республикин экономика хăвачĕ çинчен пĕлтернĕ, пĕр пĕриншĕн усăллă икĕ енлĕ çыхăнусене малалла анлăлатма хатĕр пулнине каланă. "Пĕтĕм тĕнчери лару-тăру çĕнĕ шая куçать. Пирĕн тĕллев, Африка çĕр-шывĕсемпе Раççей регионĕсен тĕллевĕ - пĕрле килĕштерсе ĕçлемелли çулсем тупасси", - палăртнă вăл.

"Хыпар" хаçатран.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика