20 августа 2014 г.
Шăмăршă ял тăрăхĕн тĕп библиотекинче Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунне халалланă "Раççей патшалăх символĕсем" курав уçăлнă. Кашни патшалăхăн суверенитетне çирĕплетекен паллăсем - Герб, Ялав, Гимн - пур. Вĕсем çĕр-шывăн истори аталанăвĕн уйрăмлăхĕсене палăртаççĕ. 1994 çулта Раççей Президенчĕ августăн 22-мĕшĕ РФ Патшалăх ялавĕн кунĕ пулнине çирĕплетекен Указ кăларнă. Çак уяв çынсене пĕрлештерекен, патшалăх тата патриотлăх туйăмĕ çинчен аса илтерекен паллă пулăмсенчен пĕри. Библиотекăра йĕркеленĕ кураври кĕнекесем, энциклопедисемпе ỹкерчĕксем, хаçат-журналта пичетленнĕ статьясем Раççейĕн шурă-кăвак-хĕрлĕ ялавĕн 300 çултан та иртекен историйĕ, кашни тĕсĕн символла пĕлтерĕшĕ çинчен каласа кăтартаççĕ. "Символы России и зарубежных государств" (Ю.Тен), "Гимны России" (Г.Калашников), "Российская государственная и региональная символика" (М.Фивейская) кĕнекесем гербсемпе тата гимнсемпе паллаштараççĕ. Раççей гимнĕн авторĕсем С.Михалковпа А.Александров çинчен вулама та кăсăклă пулĕ. Раççей патшалăхĕн историне тата символĕсен пĕлтерĕшне кашнин пĕлмелле. Çакă- гражданинăн тỹрĕ тивĕçĕ.
И.ТИМОФЕЕВА.