Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Вĕлкĕшеççĕ" юпасем…

20 августа 2014 г.

 "Икĕ пỹлĕмлĕ хваттер сутатăп. Сарай, нỹхреп пур..." "Ĕне сутатăп. Виççĕ пăруланă. Адрес." "Т-40 трактор сутатăп..." "Сĕтел-пукан, йỹнĕпех..." Çак пĕлтерỹсене эпĕ хаçатра мар, Шăмăршăри юпасем çинче вуларăм. Кунтах хĕрарăм çỹçне туяннине те, Шупашкарти эстрада "çăлтăрĕсем" концертпа килессине те, пĕр арçын арăм шыранине те, ытти хыпарсене те пĕлтĕм. Юпасене çеç мар, хỹмесемпе лавккасене те "илем кỹреççĕ" уçă çилпе вĕл те вĕл вĕлкĕшекен хут татăкĕсем. Иртен-çỹренсем хăшне-пĕрне çура-çура пăрахаççĕ, вĕсен вырăнне çĕннине çыпăçтараççĕ. Район центрĕнче пĕлтерỹсем çапмалли ятарлă вырăн пур пулин те, вĕсене ăçта çитнĕ унта çыпăçтарасси йăлана кĕнĕ. Куншăн никама та ятламаççĕ, явап тыттарассипе хăратмаççĕ. Хуçисене тупма питĕ çăмăл пулин те (телефон номерĕ те, адресĕ те пур) йĕркелĕхе пăснăшăн, район центрне тирпейсĕре кăларнăшăн кама та пулин ял тăрăхĕн администрацине чĕнтернĕ тенине те илтмен. Килес çул - суйлав çулталăкĕ. Пĕлсех тăратăп, юпасемпе хỹмесем, нумай хваттерлĕ çуртсен алăкĕсем çинче вун-вун хут çакăнса тăрĕ. Урам мар, реклама "пасарĕ" тесе калăн. Пасар тенĕрен, унта кайса пăхар-ха тата! Мĕнле кăна пĕлтерỹ çакăнса тăмасть-ши хỹмесемпе складсем çинче! Çакă пĕрре те илемлĕ мар, кăмăла пăсать. ... Апат-çимĕç туянма "Магнит" лавккана кайрăм. Хуть кунта та пулин тирпейлĕх пур пуль тесеттĕм. Çук иккен: умри юпасем те, çумри çỹллĕ хỹме те пĕлтерỹсен айне путнă. Эх, пурнăç... Илеме хамăр алăпах варалатпăр вĕт, культурăсăрлăха пурне те кăтартатпăр. Пĕлтерĕве район хаçатĕнче пичетлесен, унпа темиçе пин çын паллашĕччĕ, туянакан та тупăнĕччĕ. Юпа çинчи илемсĕрлĕх ял ятне, район ятне яни никама та шухăшлаттармасть-ши?

И.АНАТКАС.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика