20 августа 2014 г.
Кăçал тĕп хулари писательсен пĕрлешĕвĕсенчен чылайăшĕ Чăваш Енри ĕçтешĕсемпе тата вулакансемпе тĕл пулма кăмăл тунă. Ку проекта Мускаври Никама пăхăнман авторсемпе кĕнеке кăларакансен пĕрлĕхĕ тата Интернационал писательсен союзĕ пурнăçланă. Чăваш Ене ăнсăртран суйламан. Тĕрлĕ жанрпа ĕçлекен çыравçăсем республикăна тахçантанпах килмен. 2014 çула Раççейре Культура çулталăкĕ тесе палăртни те çакна пурнăçлама витĕм кỹнĕ. Мускавран тата Мускав облаçĕнчен А.Лучина прозаик тата блогер, И.Беров фантаст, М.Дымщиц литератор, К.Калашниковпа Е.Поляков прозаиксем тата ыттисем пулчĕç. Литература делегацине çак йĕркесен авторĕ, Никама пăхăнман авторсемпе кĕнеке кăларакансен пĕрлĕхĕн правленийĕн пĕрремĕш секретарĕ Никита Митрохин тата Интернационал çыравçăсен пĕрлĕхĕн президенчĕ Александр Гриценко драматург ертсе пынă. Тĕп хулари авторсемсĕр пуçне Иркутскран Иван Рассказов, Лондонран Жанн Джармин çыравçăсем те килнĕ. Делегацие ЧР культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова, Валерий Петровский тата вырăнти телекуравăн ỹкерỹ ушкăнĕ кĕтсе илнĕ. "Чăваш Ене килнĕ май кунта литература проекчĕсем çинчен калаçма палăртнăччĕ. Пире Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулма май килчĕ. - Эпир çакнашкал культура пуçарăвĕсене ырласа йышăнатпăр, - терĕ М.Игнатьев. Вăл пире Шупашкарти паллă вырăнсемпе паллаштарчĕ. Эпир 17-мĕш хутри балкон çинче тăтăмăр, унтан хула ывăç тупанĕ пек курăнать. - Ав çавăнта пирĕн нумай функцие пурнăçлакан центр. Юнашарах шкул - чи лайăххисенчен пĕри. Çынсем ку чухнехи хваттерсене куçчăр тесе эпир пурăнмалли çĕнĕ çуртсем тăватпăр, - хавхаланса калаçрĕ республика Пуçлăхĕ. Шупашкар хăйĕн илемĕпе Сочипе те тупăшма пултарĕ. Хĕвеллĕ, симĕс курăк ешерет, юнашарах - юхан шыв, машинăсем "пăкăсенче" ларнине те асăрхамарăмăр. Пĕр сăмахпа: туризмпа пултарулăх ĕçĕ валли Атăл тăрăхĕн ахах-мерченĕ - Чăваш Республики - питĕ лайăх вырăн. Чăваш Енре пĕртен пĕр япала çеç çитмерĕ мана - кĕнеке лавкки сахал пулни", - терĕ Н.Митрохин, "Московская правда" хаçатăн журналисчĕ.